Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поселокра - «Вăрмар» лавкка

    Райпо ĕçченĕсем халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕç пахалăхне лайăхлатсах пыраççĕ. Çакă çĕнĕ лавккасем уçас, производствăна аталантарас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес, ял халăхне апат-çимĕç продукчĕсене вырнаçтарма пулăшас, аякри ялсене таварсемпе вăхăтра тивĕçтерес ĕçре лайăх палăрать.
   Районта иртнĕ 55-мĕш Акатуйра вара поселокра пурăнакансем валли райпон «Вăрмар» лавкка уçăлчĕ. Ăна уçма район пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ М.Краснов, Чăвашпотребсоюзăн финанс пайĕн начальникĕ М.Скороходова, республикăран килнĕ ытти представительсем хутшăннă. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, райпо совечĕн председателĕ К.Никитин, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев хĕрлĕ хăю касрĕç, сăмах каларĕç. Унтан уява пухăннисем лавккапа паллашрĕç, мĕн кирлине туянчĕç. Чи пĕрремĕш туянакан Кĕлкеш ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ медицина наукисен докторĕ Л.Иванов пулчĕ. Лавккана кĕрсен евроюсава пахалăхлă ирттернине тÿрех асăрхатăн. Кун пек хăтлăх тĕп хулари хăш-пĕр лавккана та çитеймен-ха. Пĕтĕмĕшле каласан, апат-çимĕç тата йăлара кирлĕ ытти таварсем пĕтĕмпех туянма пулать.
   Поселокри Заводская урамра вырнаçнă «Вăрмар» суту-илÿ лавкки аякранах илемĕпе илĕртет, кĕрсе курма чĕнет.
 
З. ПАВЛОВА


15 июня 2007
00:00
Поделиться