Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика кубокĕшĕн

   ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа районта физкультурăпа спорт мероприятийĕсем тăтăшах ирттереççĕ. Районти Акатуй кунĕ Ара çырминчи çаранта Вăрмартан Мăнçырмана каякан шоссе çулĕн сулахай енче маунтинбайк енĕпе тупăшса ЧР Кубокне çĕнсе илессишĕн велосипедистсен виççĕмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Ăмăртăва Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Патăрьел тата пирĕн район спортсменĕсем - пурĕ 100 çынна яхăн хутшăнчĕç.
    Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех велосипедистсемшĕн пулчĕ, уяр та лăпкă тăчĕ.
        Акă, велосипедистсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов тупăшу йĕркипе паллаштарать. Велосипедистсен анаталла-тăвалла чупмалла пулать. Трасса çăмăл мар. Тăватă ушкăн тупăшать.
        Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Старта чи малтанах 1995-1996 çулсенче çуралнă ачасем тухаççĕ. Арçын ачасенчен М.Андреев /Мăнçырма/ иккĕмĕш пулчĕ. Темиçе çеккунтранах финиша Д.Яковлев /Кивĕ Вĕренер/ çитрĕ.
       Пуçламăшĕ Вăрмарсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Хăнасене маххă памарĕç.
        1993-1994 çулсенчи спортсменсем старта 15 арçын ача тата 6 хĕр ача тухса кайрĕç.
       Ку ушкăнра пирĕннисенчен хĕр ачасенчен фишина чи малтан 129 номерлĕ спортсменка çитрĕ. Ку вăл М.Семенова /Вăрмар поселокĕ/ пулчĕ. Унăн вăхăчĕ 22 минут та 22 çеккунт. Ун хыççăнах финиша йăмăкĕ А.Семенова вирхĕнсе кĕчĕ.
       Ку ушкăнра пирĕннисенчен А.Адюков /Кавал/ ăнăçлă чупрĕ, виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
      1991-1992 çулсенче çуралнисенчен малти призлă вырăнсене пĕтĕмпех пирĕннисем çĕнсе илчĕç. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна И.Тимофеев /Вăрмар поселокĕ/ тухрĕ. Ун хыççăнах финиша А.Мальков /Кивĕ Вĕренер/ çитрĕ. Тăвай районĕнчен Вăрмарти спорт шкулне çÿрекен А.Евдокимовăн виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ.
     Аслă ушкăнри хĕр ачасенчен А.Семенова /Вăрмар поселокĕ/ финиша иккĕмĕш çитрĕ.
    1989-1990 çулсенчи çамрăксенчен чи пултарулли Шупашкарта Олимп резервисен училищинче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ А.Степанов /Мăнçырма/ пулчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
       Çĕнтерÿçĕсене район Акатуйĕнче савăнăçлă лару-тăрура дипломсемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç.
     Тепĕр кунне пирĕн пултаруллă спортсменсем Патăрьел районĕнче мала тухассишĕн ирттернĕ уçă чемпионата хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре И.Тимофеев /Вăрмар поселокĕ/ - иккĕмĕш, А.Адюков /Кавал/ виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
 
А. ХОВАНСКИЙ


15 июня 2007
00:00
Поделиться