Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарти 55-мĕш Акатуй

    Акатуй - чăвашсен çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ирттерекен уяв. Ăна мĕн авалтан уявланă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче ВКП /б/ Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн йышăнăвĕпе 1933 çултан колхозсемпе район центрĕсенче ирттерме тытăннă. Вăл «çÿлтен ярса панă» ятарлă сценарипе иртнĕ. 1950 çулсен вĕçĕнче ăна «ĕçпе юрă уявĕ» теме пуçланă. 1990 çулсен пуçламăшĕнчен уявăн малтанхи ятне тавăрнă. Çапла вара кăçалхи район центрĕнче иртекен 55-мĕш Акатуй та тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен иртнĕ. Кăçал вара çак уява Вăрмар районĕ 80 çул тултарнипе, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн Ача çулталăкĕпе çыхăнтарнă.
    Çак куна район ĕçченĕсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Çапла пулмасăр, унта çур акинче мала тухнă паттăрсене, производствăра хастар пулнисене чыслаççĕ-çке. Кĕçех акă Республика кунĕ те çывхарса килет, маттур та пултаруллă пирĕн район çыннисене çак уявра та чыслĕç.
       Вăрмар поселокĕнче янăракан савăнăçлă юрă-кĕвĕ район ĕçченĕсемпе хăнасене районти ĕçпе юрă тата спорт уявне - Акатуя йыхравлать. Çанталăкĕ те халăха туллин, пур кăмăлтан савăнма ирĕк пачĕ. Районти 55-мĕш Акатуй уявĕ стадионта иртрĕ. Кунта ирхине ирех çынсем ушкăнпа, çемйисемпе пуçтарăнма пуçларĕç.
        Поселокри, ялсенчи магазинсем, хуçалăхсенчен килнĕ автомашинăсем тата предпринимательсен суту-илÿ вырăнĕсем стадионра ретĕн-ретĕн вырнаçнă. Техĕмлĕ шашлык шăрши те сăмсана кăтăклантарать, çиме йыхăрать. Мĕн кăна сутмаççĕ кунта. Апат-çимĕç продукчĕсем, промышленноç таварĕсем те темĕн чухлех.
        9 сехет те 30 минутра универмаг тĕлĕнчен уяв колонни стадион енне утма тытăнать. Чи малтанах Вăрмар хула тăрăхĕн ĕçченĕсем пыраççĕ, унтан вара районти ялсен тăрăхĕсенчен килнисем.
      Стадиона кĕрсе пынă май, дикторсен янăравлă сассисем кашни ял тăрăхĕпе, вĕсенчен чапа тухнă паллă çынсемпе паллаштараççĕ.
      Стадионта ташă сюити пуçланать. Ун хыççăн вĕсем сцена çине хăпараççĕ. Диктор Вăрмар районĕнчи 55-мĕш Акатуй уçăлни çинчен пĕлтерет, район пуçлăхне В.Кириллова сăмах парать. Вячеслав Николаевич районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем ăнăçлă иртнине палăртрĕ.
     «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Кăçал ял хуçалăхĕнче тунă ĕçсем те курăмлă. Акă 12369 гектар çинче тĕш тырă культурисем акнă, çав шутран çурхи тата пăрçа йышши культурăсем - 9202 гектар. Кăçалхи 5 уйăхра пĕр ĕнерен вăтамран 1579 килограмм сĕт илнĕ, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 492 килограмм ытларах. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхĕн талăкри ÿт хушаслăхĕ вăтамран 535 грампа танлашнă.
     Сĕт туса илессине «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество - 2, 6, «Арабоси» агрофирма - 1, 4, Мичурин ячĕллĕ хуçалăх - 1, 3, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики 1, 1 хут ÿстернĕ.
       Приоритетлă наци проекчĕсене аталантарас ĕçре ял халăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Раççей Президенчĕ В.Путин, ЧР Президенчĕ Н.Федоров та ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Юлашки çулсенче ял хуçалăхне аталантарма укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ, унпа пĕрлех ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансене çурт-йĕр хăпартма каялла тавăрса памалла мар субсиди параççĕ. Ку вара ял хуçалăхĕн экономикине аталанма, çынсен пурнăçне лайăхлатма май парать.
     Хуçалăхсемпе илес пулсан, районта - «Арабоси» агрофирма ăнăçлă аталанса пыраканнисенчен пĕри. Пурлăхпа техника базине çулсерен вăйлатса пырать. Ял хуçалăх техникине те чылай туяннă. Акмалли çĕрсен лаптăкне 2005 çулпа танлаштарсан, 185Џ чухлĕ ÿстернĕ. Унпа пĕрлех, «Агро-Владино», «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ.
      Хресчен-фермер хуçалăхĕсем те ÿсĕмсем тăваççĕ. Акă Вячеслав Павлов фермер ял хуçалăхне аталантарма «Россельхозбанк» уçă акционерлă обществăран «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2 миллион та 550 пин тенкĕ кредит илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе МТЗ-82 - 2, Т-150К - 1 трактор, 3 сеялка тата ытти техника туяннă. Çавăн пекех çак программăпа килĕшÿллĕн 11 ял тăрăхĕнче ял хуçалăх потребительсен кооперативĕ 13 йĕркеленĕ. Çакă вара туса илекен продукцие вăхăтра вырнаçтарма май парать. Район аталанăвĕ - çынсен тăрăшулăхĕнче. Эпир ĕçчен те пултарулă çынсемпе пуян. Эппин, район малалла аталанса пырса, республикăра малтисен ретĕнче пуласса шанатăп», - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев Вăрмар районĕн ĕçченĕсем патне янă ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн саламлă çырăвне вуларĕ, çур аки вĕçленнĕ ятпа саламларĕ, республика программисене хутшăнма ăнăçусем сунчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе ĕçчен те пултаруллă район çыннисене наградăларĕ.
    Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ М.Краснов та пушă алăпа килмен. Вăл культура ĕçĕнче пысăк ăсталăхпа палăрнисене Хисеп грамотисем парса чысларĕ, уйрăм граждансене çурт-йĕр хăпартма каялла тавăрса памалла мар субсиди илме свидетельствăсем пачĕ. Çавăн пекех Вăрмарсене республикăран, районсенчен килнĕ хăнасем саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин пирĕн тăрăхран тухнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен ячĕпе Çĕнтерÿ ялавĕн копине пачĕ. Çавăн пекех районти шкулсене те парне - кĕнекесем пулчĕç.
     Чи хумханмалли самант - ял хуçалăхĕнче, производствăра палăрнă ĕçченсене Хисеп грамотисемпе чыслани пулчĕ. Ака чемпионне виçĕ сеялкăллă агрегатпа акнă «Арабоси» агрофирмăн механизаторĕ Н.Васильев, икĕ сеялкăллă агрегатпа акса «Агро-Владино» механизаторĕ В.Иванов тивĕçнĕ.
Кăçал акма çĕр хатĕрлес енĕпе «Арабоси» агрофирма ĕçченĕ А.Васильев чемпиона тухнă. 2007 çулхи «Чи лайăх доярка» ята илме «Арабоси» агрофирмăри В.Михайлова, «Чи лайăх техник-осеменатор» ята илме Е.Семенова тивĕçлĕ пулчĕç. Çĕрсемпе тухăçлă усă курнин итогĕсене пĕтĕмлетсе районти комисси пĕрремĕш вырăна «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативне, иккĕмĕшне - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине, виççĕмĕшне «Арабоси» агрофирмăна пачĕ.
       Çак кун Вăрмарсемшĕн райпон çĕнĕ «Вăрмар» ятлă лавкка уçăлнипе те асра юлчĕ. Стадионта уявăн савăнăçлă пайĕ вĕçленнĕ хыççăн район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин министрĕн заместителĕ М.Краснов, райпо совечĕн председателĕ К.Никитин, ытти паллă хăнасем райпон «Вăрмар» лавккине уçрĕç.
      Кăçалхи Акатуя Ача çулталăкне те халалланă. Çак ятпа поселокри Ленин площадĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, республика представителĕсем кунта пулса курчĕç. Вячеслав Николаевича икĕ хĕр ача тата икĕ арçын ача йĕкĕрешсем чечексемпе кĕтсе илчĕç. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене уяв ячĕпе саламларĕç, «АККонд» уçă акционерлă обществăн пылак парнисене ачасене пачĕç.
Акатуйĕнче халăх пур кăмăлтан савăнчĕ.
«Çĕр-шыва чунтан саватпăр,
Чăваш çĕрĕн ачисем.
Пултаратпăр, тăрăшатпăр,
Эпир Вăрмар ĕçченĕсем», - терĕç ĕç çыннисем.
    Акатуйăн спорт мероприятийĕсем те нумай енлĕн те туллин иртрĕç. Чи малтанах Спорт çуртĕнче шахматистсем тупăшрĕç. Хамăр спортсменсемсĕр пуçне ытти районсенчи çак вăйăпа туслисем те пулчĕç. Волейболисткăсен «Урмарочка» командин çак кун иккĕллĕ уяв пулчĕ тесен йăнăш пулмасть. Вĕсен çитĕнĕвне тивĕçлипе хакласа РФ физкультурăпа спорт агентствин спортсменсен I разрядлă квалификациллĕ зачет кĕнекисене райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ А.Краснов пачĕ.
    Шашка, теннис, çăмăл атлетика, турник çинче туртăнасси, тăршшĕпе сикесси, армспорт, канат туртасси, кире пуканĕ çĕклесси, наци кĕрешĕвĕ - пурте уява килнисене хăйсен патне илĕртрĕ.
   Вăрмар тăрăхĕнче /кунта çеç-и-ха?/ Чăваш Республикинчи каратэ Федерацийĕн ертÿçине, Раççейри каратэ Федерацийĕн Президиум членне, хура пиçиххин 4-мĕш данлă тĕнче класлă судьяна В.Тимофеева /Чупай ялĕ/ пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл ертсе пыракан каратистсен ăмăртăвне куракансем йышлăн пухăнчĕç. Хумханни, пăшăрханни сая каймарĕ - çĕнтерÿçĕ ятне çивĕч кĕрешÿре хамăр ентеш С.Петров тивĕçрĕ.
    Уявăн спорт мероприятийĕсен чи çÿллĕ шайĕ - наци кĕрешĕвĕ. Ку хутĕнче 75 килограмм таякан кĕрешÿçĕсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи А.Иванов мала тухрĕ. Паттăр ятне вара Кивĕ Вăрмарти В.Степанов Мăнçырмари С.Павлова парăнтарса тивĕçрĕ.
 
З. ПАВЛОВА


15 июня 2007
00:00
Поделиться