Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Библиотека ăс-хакăла пуянлатать

   Чăваш Ен культурăна упраса хăварас тата аталантарас енĕпе чи йывăр çулсенче те театрсемпе музейсене, библиотекăсене пулăшасси чи кирлĕ ĕç тесе шутланă. Ку енĕпе вара пирĕн районта та лайăх ĕçленине палăртмалла.
      Сăмахран, Пинер ял тăрăхĕнче тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Хальхи вăхăтра ял халăхне, вĕсенче пурăнакан çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан вулавăш кирлине палăртмалла. Çакăн пек шухăшлă пулчĕç те ĕнтĕ ăна уçма килнĕ район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова, районти тĕп библиотека директорĕ Г.Алексеева, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, шкул директорĕ Г.Боредский тата кунта пухăннă шкул ачисем, учительсем, ял-йыш.
    «Ватти-вĕтти талма пĕлмест библиотекăран. Пĕрисене ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă кĕнекесем кирлĕ, шкул ачисем экзаменсене хатĕрленеççĕ тата ытти тĕрлĕ ыйтусене татса пама тивет. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн программипе килĕшÿллĕн пирĕн библиотекăна компьютерпа, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорпа тата ытти кирлĕ оргтехникăпа тивĕçтерни чăннипех те пысăк савăнăç. Çакă вара ачасене библиотекăна татах та илĕртĕ», - терĕ тĕслĕх библиотека заведующийĕ Л.Михайлова чунтан хĕпĕртесе.
     Район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов районти ялсенче тĕслĕх библиотекăсем уçăлни, вĕсене ачасем, аслисем ытларах та ытларах çÿрени, çамрăк ăрăвăн пахалăхлă вĕренÿ илме май пурри çинче чарăнса тăчĕ. Районтан килнĕ ытти представительсенчен те чылай ăшă сăмахсем пулчĕç.
Юлашкинчен Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ачисем концерт лартрĕç.
 
З. ПАВЛОВА


20 июня 2007
00:00
Поделиться