Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мускавра – Акатуй

      Районти «Парне» фольклор ушкăнĕпе ирхине пилĕк сехетрех кайма тухрăмăр эпир çĕр-шывăн тĕп хулине - Мускава чăвашсен Акатуйне.
      Мускава каçхине вунă сехетре çитсе кĕтĕмĕр. Пире «Саяны» хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Ирхине унти столовăйĕнчех тутлă апат çитерчĕç. Çавăнтах Эстонирен, Белоруссирен, Чĕмпĕртен килнĕ чăвашсемпе паллашрăмăр, тăван пек калаçрăмăр. Т.Захарова Эстонире 30 çул ытла пурăнать, чăвашсен организацине ертсе пырать. 19 çулхи Артур ывăлĕ чăвашла аван пĕлет.
       Геннадийпе Луиза Александровсен вара Чăваш Енрен тухса кайни 35 çул. Белоруссире 27 çул пурăнаççĕ, кунти чăвашсен «Атăл» пĕрлешĕвне йĕркеленĕ.
- Эпир кунтан аякра пулсан та килте хамăрăн тăван чĕлхепе калаçатпăр. Мĕн тери çемçен, илемлĕн янăрать вăл, - тет Г.Александров ытарлăн.
- Пирĕн «Эревет» юрăпа ташă ансамблĕнче 20 çын. Пурте чăвашсем. Эпир те Акатуя хатĕрленетпĕр. Хăнана кĕтетпĕр сире, - терĕ ансамбль ертÿçи, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чĕмпĕр чăвашĕ Н.Косырев калаçнă май.
     Вĕсем Болгарире, Финляндире, Румынире тата ытти ют çĕр-шывсенче пĕрре кăна мар гастрольте пулнă.
    Çакăн пек ырă та ăшă калаçупа, паллашупа пуçланчĕ пирĕн Мускаври уяв кунĕ.
       Палăртнă вăхăтра Акатуй иртекен вырăна - Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсене кăтартакан выставки умне çитрĕмĕр. Аякрах та мар «Чăваш ялĕ» йĕркеленĕ.
Акă, сухапуçĕ. Пухăннисем пурте пĕрле «Алран кайми аки-сухи» юрра юрларăмăр. Сухапуçне - чăвашсен авалхи тĕп ĕç хатĕрне хисеплесе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Аксаков, чăваш йăли-йĕркисене тытса пырас енĕпе ĕçлекен тĕпчевçĕ Н.Наумов чăваш йăли-йĕркине туса ирттерчĕç.
       Умрах йывăçсем, хыçалта ял курăнать, валакран шăнкăртатса шыв юхать, кĕвенти-витри те пур. Ку чăваш литератури классикĕн К.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминчи пĕр-пĕрне чунтан юратакан Нарспипе Сентнер тĕл пулнă вырăн. Сетнер лашапа тăрать, Нарспи валак пуçĕнчен шыв тултарать.
Эпир вуниккĕн тĕрĕллĕ кĕпесем, тухьясем, хушпусем тăхăннă. Çавна курах пулĕ пирĕн пата чăвашсемпе пĕрле вырăссем те, ытти халăх çыннисем пыраççĕ, калаçаççĕ, ăçтан килнине ыйтса пĕлеççĕ. Паллах, эпир те ыйтусем паратпăр. В.Михайлов Элĕк, В.Васильев Красноармейски районĕсенчен, кунта ĕçлесе пурăнаççĕ. Хамăр районти Хĕрлĕçыр, Мăнçырма, Пинер, Кĕтеснер, Арапуç ялĕсенчен, Вăрмар поселокĕнчен тата ытти районсенчен пынă ентешсене куртăмăр, сăмах çăмхи сÿтрĕмĕр.
    Савăнăçлă пая Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков сăмах каласа уçрĕ.
     Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» / «Единая Россия»/ партин генеральнăй канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.Косачев, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ В.Горбатко летчик-космонавт, регионсен аталанăвĕн департаменчĕн пуçлăхĕ А.Журавский, халăхсен хушшинчи çыхăну управленийĕн начальникĕ К.Буков, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ М.Баржанова, Турци çĕр-шывĕн Раççей Федерацийĕнчи посолĕ А.Асланд, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов ăшă сăмахсем каларĕç, уяв ячĕпе саламларĕç.
     Уйрăм ушкăнсенчен чи малтан Шупашкарти «Çавал», «Сувар» ансамбльсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Концертра пирĕн республикăри В.Христофоровăн «Янра, юрă» ушкăнĕ, В.Адюков, А.Уляндина, С.Павлов, В.Кузнецова, В.Петров тата ытти нумай паллă артистсем ташши-юррисемпе савăнтарчĕç.
     Эпир «Парне» ушкăнпа сцена çине Элĕксем хыççăн тухрăмăр. Пире куракансем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Малтанах Мускав çыннисене, кунта пурăнакан ентешсене Чăваш республикинчен, чăваш халăхĕнчен хĕрÿллĕ те ăшă салам каларăмăр, кăмăла килмелле юрласа ташларăмăр. Çакна эпир куракансем пире тăвăллăн алă çупса хакланинчен пĕлтĕмĕр.
      Каллех «Чăваш ялне» утрăмăр. Чăвашсемпе тахçантанпа пĕр-пĕрне паллакан-пĕлекенсем пек, тăвансем пек пуплетпĕр. Тăвай районĕнчи Тенеялĕнче пурăннă С.Максимов /кунта 25 çул/ баян тытрĕ те пуçларĕ ташă кĕвви калама. Эх, ташлатпăр та, юрлатпăр та. Айккинче тăракансем те савăнаççĕ, тĕрлĕ халăх çыннисем - арабсем, негрсем, ыттисем те чăтса тăраймаççĕ, яра параççĕ ташша чăвашла. Баян пирĕн ушкăнăн илемлĕх ертÿçин Г.Матвееван аллинче. Вĕçтерсе ямалла вылять, сăввине те калать, ташшине те ташлать. Н.Григорьева, М.Степанова, В.Козерова, О.Васильева, М.Шурина вырăнта тăмаççĕ, пĕр вĕçрен такмаксем янăратаççĕ.
      Тăванлăх юррисене кунта пурăнакан чăвашсем хăйсем пуçласа яраççĕ. Пĕр-пĕрне куçран пăхса ăшăлăх, тăванлăх туйăмĕпе юрă хыççăн юрă шăрантаратпăр.
       Ман пата икĕ хĕр ача пырса тăчĕç. Пирĕн наци çыннисем мар, сăнĕнчен те, калаçнинчен те паллă. Вьетнамран иккен. Пĕри - Диеп Ань - Раççейри «Голос Вьетнама» радиора корреспондентсен пункчĕн пуçлăхĕнче, тепри - Хиен - «Голос России» радиора корреспондентра ĕçлеççĕ. Чăваш халăхĕн пурнăçĕпе интересленеççĕ.
      Фольклор ушкăнĕн членĕ Н.Михайлов, «Парне» ушкăн ертÿçи Л.Волостнова питĕ маттур пулчĕç. Фотоаппаратпа, видеопа ÿкерме те, савăнма та ĕлкĕреççĕ.
    Н.Михайлов чăвашсем кĕрешнĕ çĕрте пулса, «Аякри тăвана» юрă юрласа панă, ăна стена çине çакмалли сехет парнеленĕ.
     Асра юлмалли самантсем чылай пулчĕç. Паллă артистпа В.Садальскипе тĕл пулса сăн ÿкерттертĕмĕр. Вăл Патăръел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче çуралнă.
Инди çынни те пирĕнпе сăн çапăнма кăмăл турĕ. Унăн мăшăрĕ хамăр районти Арапуç ялĕнчен. Чăн-чăн чăваш, питĕ таса, çепĕç калаçать.
       Çав кун пĕтĕм Мускав чăвашла калаçнăн, чăвашла юрласа-ташланăн туйăнчĕ. Уйрăлас та килмест. Анчах килнĕ хăнан кайни лайăх тенĕ пек, каймалли вăхăт çитрĕ. Каçхине çичĕ сехет тĕлнелле, Мускавпа сывпуллашса, тăван ене çул тытрăмăр.
     Пире çĕр-шывăн тĕп хулинчи пысăк уява - Акатуя каймашкăн май туса панăшăн, пулăшнăшăн республикăри культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумне М.Краснова, Шупашкарти «Акконд» акционерлă обществăн пуçлăхне В.Иванова, район пуçлăхне В.Кириллова, пирĕн делегацие ăнăçлă ертсе пынă район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникне Г.Петровăна пуç тайса тав тăватпăр.
 
А. БЕЛОВА


20 июня 2007
00:00
Поделиться