Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксен наставникĕ

   Сăмахăм манăн Мăнçырмари вăтам шкулта ĕçлекен Зоя Даниловна Илларионова çинчен.
   Чăн-чăн наставник теме пулать ăна, мĕншĕн тесен хăй шкулта ĕçленĕ çулсенче çуррине ытла вăл çамрăксене ĕçе хăнăхтарас, ăна юратса пурнăçлама вĕрентес енĕпе ирттернĕ. Педагогика ĕçĕн стажĕ унăн - 42 çул. Тĕрлĕ кăмăллă, тĕрлĕ характерлă, ĕç çине тĕрлĕрен пăхакан çамрăксемпе тĕл пулнă хăйĕн ĕçĕнче. Ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ, ĕçе чунтан юратни пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пулăшнă ăна.
   Мĕнре курăнать-ха З.Илларионовăн наставник ĕçĕ; Пурнăç, юратнă ĕç хăйех наставник пулма хистет пулĕ. Çавăн пекех ÿркенмелле мар тата харпăр хăй вăхăтне шеллемелле мар, вара хуть те мĕнле ĕçе те парăнтарма пулать.
   Алла диплом илсенех вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ĕç вырăнĕ çапла килсе тухнă - юлашки çулсенче Зоя Даниловна ачасене тăван чĕлхепе унăн сăмахлăхне ăша хурас енĕпе тимленĕ. Тăрăшни сая кайман. Предмета вĕрентекен хăй юратни, ачасене тăван чĕлхене юратма хăнăхтарни хăйĕн ĕçне тунă - шкул пĕтерекенсенчен чылайăшĕ хăйсен ĕç çулĕсене тăван чĕлхене юратма вĕрентес енĕпе çыхăнтарнă. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологи факультечĕсенче ăс пухакан хамăр ял çамрăкĕсем, куçăмлă тата куçăмсăр майпа вĕренекен студентсем, пурте педагогика практикине тăван шкулта, З.Илларионова вĕрентсе тата ертсе пынипе ирттереççĕ. Çамрăксене вĕрентмелли, вĕсене канаш памалли нумай. Паха вăрлăх хăйĕн çимĕçне туллин парать: практикăра пулнă студентсенчен нумайăшĕ хăйсен наставникĕн ĕçне малалла тăваççĕ, ачасене, студентсене тăван чĕлхен илемлĕхĕпе пуянлăхне ăша хывма пулăшаççĕ.
Наставникăн хăйĕн тĕслĕх кăтартмалла, ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла.
    Çакна З.Илларионова лайăх ăнланать. Çавăнпа та вăл çынна вĕрентме пуçличчен ĕçе мĕнле тумаллине хăй кăтартать. Ку енĕпе вăл районта чăваш чĕлхипе литературине тин кăна вĕрентме пуçланă учительсен наставникĕ пулнине палăртса хăвармалла. Çамрăк вĕрентекенсем умĕнче уçă уроксем тата класс тулашĕнчи мероприятисем ирттернине аса илет Зоя Даниловна.
   Районти творчествăлла ĕçлекен ушкăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли 3 методика пособийĕ пичетлесе кăларнă, çак кĕнекесенче З.Илларионовăн методика материалĕсем те йышлă.
  З. Илларионова «Шкулти чи лайăх наставник» ята илме тивĕçлĕ пулнă.
 
Н. МИХАЙЛОВА


23 июня 2007
00:00
Поделиться