Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фабрикăн малашлăхĕ пысăк

     «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществин пухăвĕнче пурĕ 4 ыйту пăхса тухрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев, «Текстиль» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ А.Ковалев хутшăнчĕç.
     Пухура фабрика директорĕ С.Белоусова иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Светлана Николаевна каланă тăрăх, юлашки çулсенче фабрика ăнăçлă аталанать. Кашни çулах кунта вăй хуракансен йышĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра кунта 130 çын ĕçлет, çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Вырăн таврашĕ, ĕç костюмĕ çĕленисĕр пуçне матрац, утиял çĕлекен цех та уçăлнă. Иртнĕ çул пурĕ 12 миллион та 400 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку вара 2005 çулпа танлаштарсан 25% ытларах. Кăçал вара çак кăтарту тата та ытларах пулмалла.
    Çĕвĕ фабрики пурлăхпа техника базине вăйлатса пыни те куçкĕрет. Нумаях пулмасть кунта çĕнĕ çĕвĕ машинисем вырнаçтарнă.
     «Пирĕн тĕп тĕллев - туянакан валли пахалăхлă продукци туса кăларасси, халăх ыйтăвне туллин тивĕçтересси», - терĕ С.Белоусова хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.
    Унтан фабрикăн тĕп бухгалтерĕ Л.Гурьева отчет турĕ. Вăл 2006 çулта фабрика тупăшлă ĕçленине палăртрĕ. Акционерсем пĕр саслă пулса бухгалтерин çулталăкри отчетне çирĕплетрĕç.
    Виççĕмĕш ыйту общество директорĕсен советне суйласси пулчĕ. Ăна 7 çынран суйларĕç. Çавăн пекех ревизи комиссин председателĕ И.Кузьмина отчет турĕ. Вăл фабрика пĕтĕмĕшле лайăх ĕçлесе пынине палăртрĕ.
   Акционерсен пухăвĕнче «Текстиль» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ А.Ковалев фабрика ĕçченĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламларĕ, пултаруллă ĕçченсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
   Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Васильев хальхи вăхăтра çĕвĕ фабрики районта лайăх аталанса пыни, ытти предприятисемпе танлаштарсан панкрута тухманни, фабрикăна инвесторсем пулăшни çинче чарăнса тăчĕ. Чылай çул тăрăшса вăй хуракан М.Лебедева, Л.Андреева, Н.Петрова çĕвĕçсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
 
З. ПАВЛОВА


23 июня 2007
00:00
Поделиться