Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Манăн туслă çемье

    Пирĕн ялта питĕ нумай паллă çын çуралса ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри манăн асатте - Анатолий Александрович Савруков. Вăл 1936 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Шăплат ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Амăшĕ, Анна Осиповна Осипова, колхозра повар пулнă, ашшĕ, Александр Семенович Семенов, колхозра хурт-хăмăр пăхнă, вăрçă пуçлансан вăл вăрçа тухса каять те таврăнаймасть.
    Ашшĕ пулманнипе вĕсен пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Килте виçĕ ывăл çитĕннĕ. Ашшĕ ĕçне ывăлĕсен тумалла пулнă.
    Анатолий Александрович Шăплатри шкулта 4 класс пĕтерсен, Урнарти вăтам шкулта 7 класчен вĕреннĕ, ун хыççăн вара Йĕкĕрвар шкулне виçĕ çул çÿренĕ, вунă класс пĕтерсен асаттене салтака илсе каяççĕ. Салтакран килсен тепĕр икĕ çултан Шăплатри библиотекăра вăй хурать, çав вăхăтрах вăл заочно майпа Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче вĕренет. Унтан, Канашри медучилищине пĕтерсен, 1966 çултан пуçласа 1971 çулччен Шăплатри фельдшер пунктĕнче заведующи, каярах Пăртасри туберкулез больницинче ĕçлет. 1977-1989 çулсенче Пысăк Енккассинчи больницăра дежурнăй фельдшер пулса тăрăшнă. 1989 çултан вăл каллех Шăплатри фельдшер пунктĕнче ĕçлеме тытăнать, мĕншĕн тесен унта ĕçлекен çын пулман. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать, çынсемпе ăшă кăмăллă пулнишĕн ăна ял халăхĕ юратать.
    1971 çулта Анатолий Александровича медицина ĕçĕнче тăрăшса вăй хунăшăн парнесемпе тата грамотăпа чысланă.
    Пăртасри туберкулез больницинче ĕçленĕ вăхăтра вăл хурт-хăмăр ĕрчетме тытăнать.
    1966 çулта Савруков Анатолий Александрович «Динамо» колхозра ĕçлекен Алексеева Людмила Алексеевнăпа çемье çавăрать. Пĕрле вĕсем 5 ача ура çине тăратаççĕ. Аслă хĕрĕ, Ирина Анатольевна, Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухать. Халĕ вăл Элĕк районĕнчи Анаткас ялĕнчи фельдшер пунктĕнче вăй хурать. Упăшкипе, Павел Александровичпа 2 ача пăхса ÿстереççĕ. Манăн атте, Александр Анатольевич, халĕ Çĕрпÿ хулинчи ЮЛ 34/9 заведенире инспекторта ĕçлет. Аннепе, Елена Александровнăпа, 3 ача çитĕнтереççĕ. Наталья Анатольевна учитель профессине суйласа илнĕ. Унăн пĕр ывăл. Татьяна Анатольевна та ашшĕ пек медицина ĕçченĕ. Халĕ вăл чукун çул линийĕн амбулаторийĕнче фельдшерицăра ĕçлет. Валерий Михайловичпа пĕр ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕнни, Ольга Анатольевна, Мускавра пĕр больницăра врач, мăшăрĕ те çав профессирех тăрăшать.
   Анатолий Александровичпа Людмила Алексеевнăн халĕ 7 мăнук. Çапла пурăнать туслă çемье.
 
А. САВРУКОВА


23 июня 2007
00:00
Поделиться