Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрлĕхре пирĕн вăй

  Апрель-май уйăхĕсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ партин районсемпе, хула-ял тăрăхĕсенчи вырăнти пуçламăш организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем иртрĕç. Çак пухусенче парти членĕсем Чăваш Енĕн аталану стратегине сÿтсе яврĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, малашнехи плансене палăртрĕç.
   Иртнĕ эрнере районсемпе хуласенчи вырăнти уйрăмсенчен суйланнă делегатсем Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн вун иккĕмĕш отчетпа суйлав конференцине пуçтарăнчĕç. Конференци ĕçне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Аслă Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Генеральнăй Канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.Косачев, РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен, район-хула администрацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
   ЧР парламент спикерĕ, партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ М.Михайловский конференцире анлă тата тĕплĕ доклад турĕ.
    Михаил Алексеевич сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт, социаллă политика аталанăвĕ, инвестици хывас ĕç тата чылай ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Çаксем пурте - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин витĕмлĕ пулса пыракан ĕçсем. Тĕслĕхрен, кăçал кăна парти пуçарăвĕпе йышăннă «Сывлăх», «Вĕрентÿ», «Раççей гражданĕсене туянма май пур тата хăтлă хваттерпе тивĕçтересси», «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕсене пурнăçлама çĕр-шыв бюджетĕнчен 240 миллиард тенкĕ уйăрнă, юлашки икĕ çул хушшинче шалу икĕ хут ÿснĕ. Амăшĕн капиталĕн шучĕпе иккĕмĕш ачашăн 250 пин илме пуçланă. Умра - татах пысăкрах тĕллевсем.
    Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров шăпах çак партипе алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ пирки пирĕн республикăра ырă улшăнусем пулса иртнипе çыхăнтарчĕ. «Акă иртнĕ çулхи суйлавра пирĕн республикăри суйлавçăсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти тытса пыракан çул-йĕре кăмăлланине пула çĕр-шывăн кăçалхи бюджетĕнче унтан регионсене уйăрмалли пулăшăва 28 проценчĕ чухлĕ ÿстерме палăртнă пулсан, Чăваш Республикине 41 процент таран ÿстерсе панă. Куратпăр, пĕтĕмпех эпир еплерех суйланинчен килет», - терĕ Николай Васильевич.
Ĕçне кура хакĕ тенĕрен, ЧР Президенчĕ регион уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлне «çирĕп тăваттă» паллăпа хакларĕ.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Генеральнăй Канашĕн президиумĕн секретарĕ çумĕ К.Косачев Чăваш Республикин юлашки çулсенчи ĕç-хĕлне тишкерчĕ, мĕн тунипе çырлахмасăр малашне те республикăшăн, унта пурăнакан кашни çыншăн тăрăшса ĕçлеме сĕнчĕ.
Парти конференцийĕн делегачĕсем Чăваш регион уйрăмĕн çĕнĕ политканашĕн, тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн ĕç тытăмĕн йышĕсене çирĕплетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. К.Косачевпа Н.Федоров партин çĕнĕ членĕсене парти билечĕсем пачĕç.
   Пĕр саслăн пулса партин Чăваш регион уйрăмĕн политканаш секретарĕ пулма - М.Михайловские, регион уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн руководительне Г.Николаевăна суйласа çирĕплетрĕç.
 
Хамăр инф.


23 июня 2007
00:00
Поделиться