Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирус туртни сиенлĕ

   «Этем 100 çулчченех пурăнма пултарать, - тенĕ И.П.Павлов академик. - Анчах эпир хамăра хамăр тытма пĕлменнипе, йĕркесĕр пурăннипе, çак цифрăна нумай пĕчĕклететпĕр».
   Пирус сиенĕ çинчен сахал мар калаçатпăр пулсан та, туртма пăрахаймастпăр-çке. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Мĕншĕн çынсем /арçынсем ытларах чухне/ пирус туртма пуçлаççĕ? Мĕнле пăрахмалла-ши çак наркăмăша? Тата пăрахма пулать-ши?
   Пирус сиенне хирĕç медицина ĕçченĕсем çеç мар, пур халăх пĕрле пуçтарăнса кĕрешсен çеç çĕнтерме пулать. Кунта учительсем те, воспитательсем те, шкул ачисем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, çамрăксем те хутшăнмалла.
   Енчен те çемьере ашшĕ е амăшĕ пирус туртать пулсан, ăçтан-ха вĕсен тĕпренчĕкĕ, вĕсен ачи пирус ан турттăр, аттесенчен вĕренетпĕр вĕт-ха ытларах чухне.
  Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачин пуласлăхĕ, малашлăхĕ çинчен хальтерех шухăшласчĕ.
 
Е. ЕГОРОВА


23 июня 2007
00:00
Поделиться