Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пучахсем тулли пулĕç

    Районти Акатуй умĕн çурхи кунăн кашни минучĕпе тĕллевлĕн ĕçленин результачĕсемпе паллашма пухăннă та ĕнтĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн, çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем, хуçалăхсен пуçлăхĕсемпе тĕп агрономĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене ертсе пыракансем. Районти комисси членĕсем хуçалăхсене çитсе уй-хир пахалăхĕпе, калчасен шăтаслăхĕпе интересленнĕ.
     Акнă тырă калчисем аван шăтнă. Комисси вара чи лайăххисене палăртнă. «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативне çĕрпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе чи лайăх ĕçлекен хуçалăх тесе йышăннă, пĕрремĕш вырăна тухнă. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă, хаклă парне панă /руководителĕ А.Ульянов, тĕп агрономĕ В.Тапинов, тĕп инженерĕ В.Долгов/.
Иккĕмĕш вырăна «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики тивĕçнĕ. Ăна иккĕмĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă, хаклă парне панă /руководителĕ Н.Петров, тĕп агрономĕ В.Нарзаев, тĕп инженерĕ Ю.Никифоров/.
    Виççĕмĕш вырăна «Арабоси» агрофирма тухнă. Виççĕмĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă, хаклă парне панă.
    Усă курман çĕрсене ĕçе кĕртес тата «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлассине хăвăртлатас енĕпе «Арабоси» агрофирма пĕрремĕш вырăнта тесе палăртнă, ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă тата хаклă парне панă /руководителĕ Г.Тимофеев/.
       Ку енĕпе иккĕмĕш вырăна «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество йышăннă, ăна иккĕмĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă тата хаклă парне панă /руководителĕ П.Крылов/.
    Виççĕмĕш вырăна «Агро-Владино» тулли мар яваплă общество тивĕçнĕ, ăна виççĕмĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă тата хаклă парне панă /руководителĕ В.Петров/.
    Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчен çĕрпе тухăçлă усă курас енĕпе пĕрремĕш вырăна «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тухнă тесе палăртнă. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă тата хаклă парне панă.
    «Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», - тенĕ пек тухăçне тыр-пул пухса кĕртнĕ хыççăн курăпăр.
 
А. ИЛЬИН


23 июня 2007
00:00
Поделиться