Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Социаллă сферăра ĕçлекенсене чысларĕç

    Кашни профессин хăйĕн уявĕ пур: пушар хуралĕн ĕçченĕсен кунĕ, медицина сестрисен кунĕ, пограничниксен кунĕ тата ытти те. Акă нумаях пулмасть Арапуçĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра /ветерансен çуртĕнче/ Социаллă ĕçченĕн кунне уявларĕç.
    Людмила Иванова - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă  аталану министерствин, Ирина Александровăпа Елена Ипатьева – район пуçлăхĕн, Татьяна Ефимова, Надежда Васильева, Татьяна Малинкова, Любовь Иванова районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕн Тав хучĕсене илме тивĕç пулчĕç.
    Уяв социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов сăмахĕпе пуçланчĕ. Владислав Федорович çак кун пĕлтерĕшĕ çинчен, социаллă ĕçчен профессийĕн кирлĕлĕхĕ пирки каларĕ, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова, «Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр» республикăн патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Ж.Дмитриева, районти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕн директорĕ Л.Руссанова, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов тухса каларĕç. Галина Леонидовна Энĕшпуçĕнчи Николай Ильин ăстаçă туса хатĕрленĕ чиркÿ макечĕсене ветерансене парнелерĕ. Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмри ватăсем те айккинче юлмарĕç: хăйсене пăхакансене вĕсен ырă ĕçĕшĕн тав турĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Ялти культура çурчĕн ĕçченĕсемпе реабилитаци центрĕн ачисем пухăннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
 
А. МИХАЙЛОВ


23 июня 2007
00:00
Поделиться