Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе хăнăхса çитĕнеççĕ

    «Чĕр чун тĕнчинче этем ĕçпе палăрнă», - тесе калани тĕрĕсех пулĕ, ма тесен çын пĕчĕклех ĕçлеме хăнăхать те мĕн виличченех ĕçпе пурăнать. Кун-çулĕн малтанхи тапхăрĕнче ача тетте-витрепе, тетте-кĕреçепе вылять, тĕрлĕ вăйă-кулăра «ака-суха» тума, «кĕпе» çума, «пÿрт» купалама вĕренет, каярахпа вăл çитĕннисенчен тĕслĕх илсе апат «пĕçерме», урай «шăлма» хăнăхать. 6-7 çулалла ашшĕ-амăшне, аслашшĕпе асламăшне пулăшма тытăнать, аппăшĕпе пиччĕшĕ хыççăн ĕççине тухать. Шкул тапхăрĕнче унăн ответлăрах ĕç пуçланать - практика татасси.
    Районта ĕçпе кану лагерĕсем /ЛТО/ 16 шкулта пур. Лагерьсенче ачасем шкул пахчинче вăй хураççĕ, территорине типтерлесе илемлетес енĕпе тăрăшаççĕ. Вĕренекенсен яланхиллех практикăра 10-12, аслăраххисен 21 кун ĕçлемелле . Çавăн пекех хăш-пĕр шкулсенче сиплев лагерĕсем йĕркеленĕ: Вăрмарти пĕрремĕш /икĕ смена, 130 ача/, Арапуçĕнчи /пĕр смена, 25 ача/, Аслă Чакри /пĕр смена, 20 ача/, Мăнçырмари /икĕ смена, 35 ача/, Энĕшпуçĕнчи вăтам /пĕр смена, 20 ача/, Кĕтеснерти /пĕр смена, 20 ача/, Чупайри /пĕр смена, 20 ача/, Çĕнĕ Кинчерти /пĕр смена, 15 ача/ тĕп шкулсенче.
     Лагере çÿрекенсем викторинăсемпе конкурссене, спорт вăййисене, тематикăлла мероприятисене хутшăнаççĕ, экскурсисемпе турпоходсене çÿреççĕ.
Çу вăхăтĕнче концертсемпе спорт ăмăртăвĕсем ирттерме ялсенче шкул ачисем хушшинче 10-30 çынран тăракан своднăй отрядсем тата Волгоград облаçне кайма ĕç бригади /35-40 вĕренекен/ йĕркеленĕ.
    Каникулта ачасем /14 çула çитнĕ пулсан/пĕр-пĕр предприятире ĕçлеме пултараççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн аслă инспекторĕ Людмила Николаевна Мишина пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пилĕк уйăхра 3 организаципе /«Арабоси» агрофирма, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ/ килĕшÿ туса çул çитмен 65 ачана ĕçе вырнаçтарнă пулнă. Çулла вара «Ресурсы» агрофирма, «Шоркистринский» производство кооперативĕ, Вăрмарти çĕвĕ фабрики, районти тырă йышăнакан пункт, Мăнçырмари чиркÿ, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ тата ытти организацисемпе предприятисем вĕренекенсене вăхăтлăх ĕçе илме палăртнă. Ĕçлекен çул çитмен ачасене центр кашни уйăхра 720 тенкĕ, ыттине вара ĕç паракан тÿлет. Ĕçлес текенсен районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла.
    Ĕç ачана çитĕнме пулăшать, ачаран çын тăвать, ун кун-çулне йĕркелет.
 
А. АСКОВ


27 июня 2007
00:00
Поделиться