Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Астăватпăр, манмастпăр

    Уявсем хыççăн хурлăхлă кунсем те килеççĕ, вĕсенчен пĕри - июнĕн 22-мĕшĕ - Асăнупа хурлăх кунĕ.
   Çак ятпа Вăрмар поселокĕнче Çĕнтерÿçĕ салтак палăкĕ умĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Унта район пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Вăрмар тата Куславкка çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç.
   Хурлăхлă митинга Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев уçрĕ. Каярах сăмах илнĕ район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов та, çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков та пĕтĕм этемлĕхшĕн çак тискер те хаяр вăрçă мĕн чухлĕ инкек илсе килни çинче чарăнса тăчĕç. Вĕсен сăмахĕсене куççульсĕр итлесси те пулмарĕ. Официаллă цифрăсем тăрăх районтан кăна Аслă Отечественнăй вăрçăн çапăçу хирне тухса кайнă 6890 çынран 4131-шĕ - таврăнайман.
    Çакăн хыççăн Çĕнтерÿçĕ салтак палăкĕ умне чечексем хучĕç. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерьне çÿрекенсем кунта килни ăрусен çыхăнăвĕ çирĕпленсе пыни çинчен сăмахсăрах каларĕç. Етĕрне районĕнче иртекен «Зарница», «Орленок» Çарпа патриотизм вăййисене каякан çамрăксем палăк умне чĕрĕ чечексем хурса чыслани те пĕлтерĕшлĕ. Митинга хупнă май Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев сăмахĕсем те çакна çирĕплетрĕç: «Астăватпăр, манмастпăр, хуйхăратпăр. Ытлашши сăмах кирлĕ-ши?»
 
В. ТОЛМАТОВ


27 июня 2007
00:00
Поделиться