Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ХУСАНТА МАЛА ТУХАССИШĔН

    Тутарсемпе чăвашсем туслă пурăнаççĕ. Тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсенче пĕрле вăй виçеççĕ. Тинтерех кăна-ха Хусанта çăмăл атлетика енĕпе Хусан хулинче мала тухассишĕн уçă чемпионат иртнĕ. 40-44 çулхи ветерансем хушшинче Чупай шкулĕнчи С.Егорова пысăк çитĕнÿ тунă. Пултаруллă спортсменка 100, 200 тата 400 метрлă дистанцисенче çăмăллăнах выляса илнĕ. Л.Агапова /Вăрмар поселокĕ/ 800 метра чупса пĕрремĕш вырăн йышăннă, 200 метрлă дистанцире виççĕмĕш пулнă.
    65-69 çулхи ветерансенчен Н.Михайлов /Вăрмар поселокĕ/ 400 тата 800 метрсене чупса - иккĕмĕш, 1500 метрлă дистанцире тăваттăмĕш вырăна тухнă. К.Иванов /Кивĕ Вăрмар/ 1500 метрлă дистанцие пиллĕкмĕш вĕçленĕ.
  Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе медальсем парса чыс тунă.
 
А. ХОВАНСКИЙ


27 июня 2007
00:00
Поделиться