Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Канăва усăллă йĕркелер

   Ÿсекен çамрăк ăрăва тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересси ашшĕ-амăшĕн, шкулăн, общественноçăн тивĕçĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вара вĕренекенсене воспитани парас енĕпе ĕçсен калăпăшĕ пушшех те ÿсет.
   Вĕсен канăвне тĕрĕс йĕркелемелле, сывлăхне çирĕплетмелле, обществăна хирĕçле ĕçсем тăвасран асăрхаттармалла, усăллă ĕçе явăçтармалла. Ахальтен мар ĕнтĕ ку енĕпе район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Район депутачĕсен Пухăвĕнче иртнĕ çулах кăçал валли бюджетран 20 пин тенкĕ уйăрнăччĕ. 2007 çулта татах тепĕр 5 пин тенкĕ хушрĕç. Депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕсем умне ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе туса ирттермелли мероприятисене палăртнă. Çавна шута илсе ĕнтĕ право йĕркисене пăсасран асăрхаттарас, ачасен çуллахи канăвне лайăхрах йĕркелесе ирттерес енĕпе кăçал виçĕ тапхăрпа «Çамрăк ача» операци ирттерме палăртнă. Пĕрремĕш тапхăрĕ июнĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен «Ача тата наркотик» ятпа иртрĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ «Ача - çулла - 2007» ятпа июлĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен, виççĕмĕшĕ «Ача тата çемье» ятпа августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен иртеççĕ.
    Ăнăçсăр тата сахал тупăш илекен çемьесенчи çул çитмен «йывăр» ачасем валли ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле çамрăксене ĕçлеме 48 çынран тăракан бригада йĕркеленĕ.
    Пурнăçĕ çăмăл мар çул çитмен ачасем валли Арапуçĕнче социаллă реабилитаци центрĕ ĕçлет. Унта халĕ 20 ача пурăнаççĕ. 10 çамрăк кăнтăрла ĕçлекен лагерьсенче канать. 8 шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли кăнтăрлахи лагерьсем йĕркеленĕ. Кашни ачана апатлантарма кунне 38 тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех 16 шкулта ĕçпе кану лагерĕсем уçнă. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем çав лагерьсене çитсе профилактикăлла ĕçсем туса ирттереççĕ. Ачасен «Романтика» сиплев лагерĕнче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем каçхине дежурствăра тăраççĕ.
    Операци вăхăтĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем милицине 8 ачана илсе пынă. Вĕсенчен улттăшне Арапуçĕнчи реабилитаци центрне вырнаçтарнă, иккĕшне киле янă. Пĕр ачана эрех ĕçнĕшĕн учета тăратнă. Учетра тăракан 45 ачана, 11 ашшĕ-амăшне тĕрĕсленĕ. Эрех ĕçнĕшĕн 5 ача, çул çитмен ачана сăра сутнă 1 сутуçă, тивĕçĕсене пурнăçласа пыман ашшĕ-амăшĕ пирки пурĕ 10 протокол çырнă.
 
М. СИНИЧКИНА


27 июня 2007
00:00
Поделиться