Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туллин те нумай енлĕн иртнĕ

    Республика кунĕ - Чăваш Енĕн тĕп уявĕ. Çак кун 87 çул каялла Чăваш çĕр-шывĕ патшалăх статусне илнĕ. Шупашкар хулинче Республика кунне яланах чаплă та анлă уявланă. Темиçе çул каялла ăна районсенче ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал - Ача çулталăкĕнче - Республика кунĕ Куславкка тăрăхĕнче те иртрĕ.
      ШУПАШКАР. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре Республика кунне халалласа тĕрлĕ савăнăçлă мероприятисем иртнĕ. Культура тата спорт акцийĕсемсĕр пуçне экономика форумĕсемпе конференцисем, ĕçлĕ тĕл пулусем, республика çитĕнĕвĕпе паллаштаракан презентацисем пулнă. ИА Reсnuм корреспонденчĕ пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Регионсем - чикĕсĕр çыхăну» регионсен хушшинчи 14-мĕш Пĕтĕм çĕр-шыври курав йĕркеленĕ. Вăл пуçласа «ЭКСПО-Контур» курав комплексĕнче иртнĕ. Кăçал унта Раççейри тĕрлĕ регионсемпе ют çĕр-шывсенчен килнĕ 200 представитель хутшăннă. Халăх ÿнер промыслисен тата ремеслисен «Чăваш Ен йыхравлать» тематика курав - ярмăрккине те чылай ал ĕç ăсти хутшăннă. «Раççейри пысăк технологисем» регионсен хушшинчи форума тĕрлĕ фондсен, наука институчĕсен, инноваци центрĕн ертÿçисем пухăннă.
     Чи паллăрах хăнасенчен уява РФ Патшалăх Думин Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Аслă Канашĕн председателĕ Б.Грызлов, РФ ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев хутшăннă.
       КУСЛАВККА. Уяв Куславкка çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пуçланчĕ. Кунер ял тăрăхĕнче Республикăри 500-мĕш тĕслĕх библиотека, «Ырашпулăх - Шупашкар» автобус маршручĕ уçăлчĕ, «Вăрманкас - Вăлпуç» автомобиль çулĕ, Воложка юхан шыв урлă хунă кĕпер хута кайрĕ. Куславкка хулинче иртнĕ савăнăçлă мероприятисене район халăхĕ активлă хутшăнчĕ. «Шуçăм» лавккаран пуçласа Атăл хĕррине çитичченех тулли çын утать. Кам - «Çамрăклăх» стадиона концерт курма васкать, кам - куравсемпе суту-илÿ вырăнĕсен речĕпе çÿрет, кам - Атăл шывĕпе киленме каять. Стадионта «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакан коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, Атăл çыранĕнче вырнаçнă сцена çинче «Телей сана, хула» ача-пăча карнавалĕ иртрĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ те питĕ илĕртÿллĕ пулчĕ. Халăх умĕнче ЧР Правительствин Председателĕ С.Гапликов, Куславкка районĕн пуçлăхĕ И.Майоров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Тимофеев тата ыттисем тухса калаçрĕç, Куславкка районĕн çыннисене уяв ячĕпе саламларĕç. Çавăн пекех уяв вăхăтĕнче тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем хĕрÿллĕн иртрĕç. Çак кун - июнĕн 24-мĕшĕ - районта пурăнакан, кунта çуралса ÿснĕ çынсен тата ентешсен асĕнче нумайлăха юлĕ, хитреленнĕ хулапа ялсен урамĕсем хăйсен тасалăхĕпе куçа илĕртĕç.
 
А. МИХАЙЛОВ


27 июня 2007
00:00
Поделиться