Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вокзал хăй вырăнĕнчех пултăр

    Вăрмар поселокĕ çулран-çул аталанса, илемленсе пырать, уйрăмах Ленин урамĕнче тĕрлĕрен таварсемпе суту-илÿ тăвакан магазинсем, поселокăн кăнтăр, хĕвелтухăç енче уйрăм хуçалăх çурчĕсем капăррăн курăнса ларни савăнтарать.
   Хальхи вăхăтра автовокзал çуртне те куçа илĕртмелле сăн-пит кĕртес ĕç хĕрсех пырать. Паллах, çак вокзала хирĕç чукун çул вокзалĕ мĕскĕннĕн пăхса ларнăн туйăнать. Апла пулсан, Чăваш Республикин строительство министерстви вокзала илемлĕрех тăвассипе конкурс ирттерме палăртни питĕ тĕрĕс. Вăрмар поселокне килсе каякансен, станци витĕр иртсе çÿрекен пуйăссем çинчи çынсен куçне илĕртекен çурт туса лартмаллах.
     Сăмах кунта вокзала ăçтарах тăвас пирки пынă май çакна каламалла, паллах, хăйĕн малтанхи çурчĕпе юнашарах туса лартни вырăнлă. Вăрмар чукун çул станцийĕ пуçланса кайнăранпах унта пулнăскер, малашне те чукун çул леш енчех мăнаçлăн курăнса лартăр. Ăçта кăна ларса кайман пуль çак вокзалран, мĕнле кăна япала турттарман-ши груз тиекен вакунсемпе? Тен, çак капăр вокзал çуртне курса, ытти çуртсене те архитектура енчен илемлĕрех те кăткăсрах тăвас шухăш çуралĕ. Тата çакна та каласа хăвармалла, поселокăн чукун çул леш енне промышленноç предприятийĕсен ытларахăш пайĕ вырнаçнă. Уйрăм хуçалăхсем çурт тăвасси те аталансах пырать, çавна май вокзала тунипе пĕрлех унти автомобиль çулĕсене, тротуарсене тата тĕрлĕрен коммуникацие лайăхлатас шанăç пур.
    Пурнăç вăл пĕр вырăнта тăмасть, пĕрмаях малалла чупать, яланах мĕн те пулин улшăнать. Çынсем те хальхи пек пысăк сумкăсем, михĕсем йăтса пуйăс патне хашкаса чупса çÿреме пăрахĕç. Çĕнĕ вокзала васкамасăр утса пырса Канаша, Хусана е ытти хуласене канма, курса çÿреме каймалли пурнăç патне те çитĕпĕр-ха.
 
Л. ВАСИЛЬЕВА


27 июня 2007
00:00
Поделиться