Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурт-йĕр тăвасси ÿсет

    «Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пынине хамăр куçпа курса ĕненетпĕр. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин генеральнăй канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.Косачев ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн республикăра пулнă чухне çапла каланăччĕ: «Чăваш Ен строительствăн абсолютлă калăпăшĕпе - палăртса калатăп, абсолютлă калăпăшĕпе, Раççей Федерацийĕнче улттăмĕш вырăнта, пĕр çын пуçне çĕнĕ çурт-йĕр ĕçе кĕртес енĕпе вара - ытах пĕрремĕш мар пулсан та, чи малти вырăнсенчен пĕринче тăрать.
Чылай кăтарту енчен Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн ытти регионĕ хушшинче лайăх енĕпе палăрать. Паян наци проекчĕсем ятпа палăртакан проектсем çĕр-шыв шайĕнче пурнăçлама тытăниччен Чăваш Енре чылай малтан çуралса пурнăçа кĕме пуçланă. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, çурт-йĕр строительстви сферисенче Чăваш Республики малти вырăнта пырать».
    Çак сăмахсен чăнлăхĕ Чăваш Республикин строительство министерстви кăçалхи 5 уйăхра тунă пĕтĕмлетÿрен те лайăх курăнать. Январь-май уйăхĕсенче пирĕн республикăра пĕтĕм çăл куçсемпе усă курса пурĕ 90978 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вăл 115 процент пулать.
     Хамăр районпа илес пулсан кăçалхи пилĕк уйăхра 2993 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă, унчченхи çулпа танлаштарсан 116 процент. Çак кăтартусем уйрăм çынсем лартнă çурт-йĕрсен.
    Куратпăр ĕнтĕ, уйрăм çынсем çурт-йĕр тăвасси çултан-çул ÿссе пырать.
    Çакна палăртма кăмăллă: çамрăк çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх нумай пулăшать. Иртнĕ çул социаллă çурт-йĕр строительстви валли пирĕн района 2523, 8 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрнă. «Социаллă ипотека» кредичĕ те параççĕ.
 
А. ХОВАНСКИЙ


28 июня 2007
10:46
Поделиться