Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Апат нумайрах – продукци ытларах

    Çур аки вĕçленчĕ анчах, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене вырма, утă хатĕрлеме пуçларĕç. «Алла-аллăн ĕç ÿсĕнет» ваттисен çак сăмахĕсене Шăхальсем яланах асра тытаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлăн-çитлĕн хатĕрлеме тăрăшаççĕ.
    Руководительтен пуçласа кашниех выльăх апачĕ хатĕрлеме активлă хутшăнать. Хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов утă çулмалли комбайн штурвалĕ умне хăй ларнă. Н.Долгов тĕп инженер утта хăйĕн килти тракторĕпе турттарать. В.Тапинов тĕп агроном пĕрмаях халăх хушшинче. Эпир пынă чухне вăл Туçи вăрманĕ хĕрринчи 3-мĕш уйраччĕ. Кунта 50 гектар çинчи пресласа хунă козлятник уттине ферма патне турттарса купаласа хураççĕ. Утă çулнă çĕрте Г.Тапинов, преслакан Г.Николаев, тиекен В.Трофимов, Н.Софронов механизаторсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Е.Иваншкин тракторпа, Ю.Александров автомашинăпа турттарса тăраççĕ. Фермăра утă купаланă çĕрте В.Тарасов, Ю.Данилов, С.Митрофанов, Т.Туйми, Л.Макова, Н.Сормулатов, В.Трофимов, Н.Чернов вăй хураççĕ.
    «Выльăх апачĕлĕх культурăсен лаптăкĕ пурĕ 320 гектар йышăнать. Паянхи куна козлятникпе люцерна уттине 150 тонна хатĕрлерĕмĕр. Ку ĕç малалла пырать», - пĕлтерет Василий Михайлович тĕп агроном.
 
А. ХОВАНСКИЙ


30 июня 2007
00:00
Поделиться