Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Депутат призĕсемшĕн

    Шашкăлла выляс енĕпе республикăри пĕрремĕш СССР спорт мастерне, Кавалта çуралса ÿснĕ А.Фомина асăнса Кавал суйлав округĕпе суйланнă район Пухăвĕн депутачĕн Н.Петровăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Кавалта ирттернĕ уçă турнир чăн-чăн спорт уявĕ пулса тăнă.
    Ăмăртăва Чăваш Енри чи пултаруллă шашистсем: спорт мастерĕсем - М.Ефимов /Кÿкеç/, В.Наумов /Вăрнар/, О.Михайлов /Шупашкар/, А.Трофимов /Çĕнĕ Шупашкар/, спорт мастерĕн кандидачĕсем - Ю.Владимиров /Шупашкар/, М.Егоров /Куславкка/, А.Шишов, А.Косарев /Тăвай/, Н.Федоров /Патăръел/ тата ыттисем, пурĕ 20 çын хутшăннă.
    Турнира хутшăнакансене, ăнăçусем сунса, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Петров тата ыттисем саламланă, ăнăçусем суннă.
   Çивĕч кĕрешÿре чемпион ятне ЧР шашка федерацийĕн Президенчĕ М.Ефимов спорт мастерĕ çĕнсе илнĕ. ЧР экс-чемпионĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ Ю.Владимиров - иккĕмĕш, Раççей чемпионĕ О.Михайлов виççĕмĕш пулнă.
    ЧР экс-чемпионĕсем В.Наумовпа А.Косарев тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш вырăнсене пайланă.
   Çамрăксем хушшинче пĕрремĕш вырăнсене Н.Кожанов /Кавал/, хĕрарăмсенчен Н.Матвеева /Кивĕ Вăрмар/ çĕнсе илнĕ.
     Чи çамрăккисенчен Д.Игнатьева /Кавал/ палăрнă.
- Ăмăртусем питех те çивĕч иртрĕç. Кашни спортсмен хăйĕн чăн-чăн пултарулăхне кăтартрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров ăмăртăва хутшăннисене чăннипех те хавхалантарчĕ, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе савăнтарчĕ, - каласа парать ăмăртăвĕн тĕп судйи, республика категориллĕ судья, СССР спорт мастерĕ Н.Дмитриев.
 
А. ХОВАНСКИЙ


30 июня 2007
00:00
Поделиться