Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Президент программи пурнăçланчĕ

  ЧР Президенчĕ Н.Федоров ялсен социаллă пурнăçĕпе культурине аталантарас тĕлĕшпе 2003 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче ялти тĕслĕх библиотекăсем йĕркелесси çинчен» Хушу кăларнă пулнă. Унпа килĕшÿллĕн республикăра - 500, пирĕн районта 21 тĕслĕх библиотека уçма палăртнă. Кăçал республика /пирĕн район та/ çак хушăва пурнăçлас ĕçе вĕçлерĕ.
    Пирĕн районта пĕрремĕш тĕслĕх библиотекăна 2003 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Пысăк Енккасси ялĕнче уçнă. Ун чухне ЧР Президенчĕ Н.Федоров хăй килнĕччĕ. Унтанпа 4 çул иртрĕ - районта 21 тĕслĕх библиотека йĕркеленчĕ.
   Юлашки икĕ тĕслĕх библиотека Кĕлкешпе Энтриялĕнче уçăлчĕç. Вĕсене уçнă çĕре район администрацийĕн представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, библиотека ĕçченĕсем, шкул ачисем, ял-йыш хутшăнчĕç. Энтриялĕнчи 21-мĕш библиотекăна курма вара район пуçлăхĕ В.Кириллов та кăмăл турĕ. Кĕлкеше вĕсен ентешĕ Л.Иванов профессор килнĕ. Хăнасем ял культурине аталантарас, çынсен интересĕсене тивĕçтерес ĕçре библиотекарьсене ăнăçу сунчĕç, савăнăçлă самант ячĕпе саламларĕç, ял халăхне çакăн пек пысăк парне тунăшăн тав турĕç. «Çĕнĕ технологипе пурте туллин усă курччăр. Ман вара ял-йыш патне çĕнĕ информаци çитермелле пултăр», - терĕ Энтриялĕнчи тĕслĕх библиотека заведующийĕ З.Григорьева.
    Модернизаци программи ыйтнă пек библиотекăсем çĕнĕ технологисемпе, ача-пăча кĕнекисемпе, тĕрлĕрен справочниксемпе, энциклопедисемпе, компакт-дисксемпе, наци литературипе пуянланчĕç. Вулакансем унта пырса фильмсем курма, электронлă пособисем пăхма, компьютерпа ĕçлеме, интернета кĕме, ксерокопи тума пултараççĕ. Библиотекăсен çурчĕсене юсаса илемлетнĕ, çавăнпа унта кĕрсе тухма та кăмăллă. Çак енĕпе ял халăхĕн тăрăшулăхне палăртмалла, хăйсен вăй-халĕпе вăхăтне шеллемесĕр ĕçленĕ вĕсем. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Тимофеев тата А.Вороновăпа А.Карсакова предпринимательсем спонсор пулса пулăшнă.
Çапла вара Чăваш Республикинче тĕслĕх библиотекăсен сечĕ йĕркеленчĕ. Вĕсем халăхăн ăс-хакăлĕпе культура пуянлăхĕ, унта шкул ачи те, çамрăкки те, ашшĕ-амăшĕ те, ватти те час-час çÿрекен обществăлла вырăн пуласса шанас килет.
 
А. МИХАЙЛОВ


30 июня 2007
00:00
Поделиться