Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

СССР спорт мастерне А.Ф.Федорова асăнса

    Июнĕн 21-23-мĕшĕсенче шоссе çинче велосипедпа чупса районта тата республикăра мала тухассишĕн СССР спорт мастерне, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне А.Федорова асăнса йăлана кĕнĕ пиллĕкмĕш уçă чемпионата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисемпе Патăръел тата Вăрмар районĕсен 100 яхăн спортсмен хутшăннă
     Амăртусем пуçланнă ятпа велосипедистсене ЧР велосипед Федерацийĕн председателĕ Э.Павлов, Алексей Федоровичăн мăшăрĕ Галина Ивановна тата ыттисем саламланă, ăнăçусем суннă.
     Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче спортсменсем стартран уйрăммăн тапранса кайнă.
      10 километрлă дистанцире 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна М.Семенова /Вăрмар поселокĕ/ çĕнсе илнĕ.
       1991-1992 çулсенчи аслă ушкăнри хĕр ачасем те çав дистанцирех тупăшнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ К.Романова /Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет/ финиша пĕрремĕш çитнĕ. А.Степанова /Вăрмар поселокĕ/ иккĕмĕш пулнă.
       1989-1990 çулсенчи юниорсем 20 километр чупнă. Çĕнĕ Шулханта çуралса ÿснĕ спорт мастерĕн кандидачĕ А.Саминов дистанцие выляса илнĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ А.Степанов /Мăнçырма/ виççĕмĕш вырăна тухнă. Иккĕшĕ те Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче ăс пухаççĕ.
     1989-1990 çулсенчи юниоркăсенчен Е.Павлова /Кивĕ Шулхан/ спорт мастерĕн кандидачĕ выляса илнĕ.
     Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕр ачасем стартран уйрăммăн тухса кайнă. Вĕсен 10 километр чупмалла. Чи вăйлисем хушшинче М.Семенова /Вăрмар поселокĕ/ иккĕмĕш вырăна тухнă.
     Вĕсенчен кăшт аслăраххисем çак дистанцирех тупăшнă. Кунта вара чи вăйли спорт мастерĕн кандидачĕ К.Романова пулнă. Ун хыççăнах финиша А.Семенова çитнĕ.
      Часах старта 1989-1990 çулсенчи юниорсем тухнă. Вĕсем ушкăнпа чупнă, 100 километра ăмăртнă. Çăмăл мар дистанцие спорт мастерĕн кандидачĕ А.Саминов выляса илнĕ. Унăн вăхăчĕ 2 сехет те 44 çеккунт. Виçĕ çеккунт çеç выляса ярса финиша спорт мастерĕн кандидачĕ А.Степанов иккĕмĕш çитнĕ.
1989-1990 çулсенче çуралнă юниоркăсем 50 километра чупнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ Е.Павлова иккĕмĕш вырăн йышăннă.
     Виççĕмĕш кунĕнче икшерĕн ăмăртнă.
    Чи малтанах старта 1989-1990 çулсенче çуралнă юниорсем тухнă, вĕсем 20 километра чупнă. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Е.Павлова спорт мастерĕн кандидачĕпе /Кивĕ Шулхан/ К.Кириллова /Шупашкар/ йышăннă. Хĕрарăмсем хушшинче В.Андреева спорт мастерĕпе /Çĕнĕ Шулхан/ Н.Качушкина /Шупашкар/ пĕрремĕш вырăна тухнă.
      Юниорсем 25 километрлă дистанцире ăмăртнă. А.Саминовпа /Çĕнĕ Шулхан/ Н.Унигеров /Шупашкар/ пĕрремĕш вырăн йышăннă.
    А.Степанова /Мăнçырма/, В.Балалайкин /Шупашкар/ финиша иккĕмĕш çитнĕ.
1989 çулта çуралнисем тата аслăраххисем 25 километр чупнă. Ку ушкăнра пирĕннисенчен Е.Крылов спорт мастерĕпе, И.Иванов виççĕмĕш вырăна тухнă.
1991-1992 çулсенчи çамрăксенчен И.Тимофеевпа /Вăрмар поселокĕ/ А.Мальков /Кивĕ Вĕренер/ иккĕмĕш пулнă.
   Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăланă, медальсемпе парнесем панă.
 
В. СИДОРОВ


30 июня 2007
00:00
Поделиться