Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕрлĕ енлĕ ăмăртса

    Юлашки вăхăтра Вăрмар поселокне туса хунăранпа 60 çул, района йĕркеленĕренпе 80 çул тата районти Спорт çуртне уçнăранпа 25 çул çитнине халалласа районта спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем тăтăшах ирттереççĕ.
    Район праçникĕ умĕн футболла выляса район Кубокне çĕнсе илессишĕн 8 команда тупăшрĕç. Финала вара чи вăйлисем: Чупайĕнчи «Чупай» тата Вăрмар поселокĕнчи «Дина» командăсем тухрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Вăрмар поселокĕнчи çамрăксем Чупайсене 4 : 2 шутпа парăнтарчĕç.
    Акатуйра вара праçнике килнисем спортăн 13 енĕпе ăмăртнине пăхса киленчĕç. Чи пултаруллисене асăнса хăварар.
    Канат туртассипе пĕрлештернĕ «Ракета» команда çĕнтерчĕ. Алă вăйĕ виçессипе хĕрарăмсенчен Н.Эверскова /Кивĕ Вăрмар/, арçынсенчен А.Иванов /Вăрмар поселокĕ/ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. Тăршшĕне сикессипе И.Петрова /Арапуç/ пĕри те çитеймерĕ. Куçсене хупласа чÿлмеке çапса ватас енĕпе Л.Чумакова /Арапуç/ чи пултарулли пулчĕ. Дартс енĕпе Н.Федоров /Вăрмар поселокĕ/, пĕрене çинчен михĕсемпе пĕр-пĕрне çапса антарассипе А.Агапов /Вăрмар поселокĕ/ палăрчĕç.
    Шахматла вылясси те интереслĕ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна - В.Иванов /Вăрмар поселокĕ/, иккĕмĕшне - В.Степанов /Сĕве хули/, виççĕмĕшне Н.Ермолаев /Эçпепе/ йышăнчĕç. Шашкăлла выляса В.Иванов çĕнтерчĕ. Н.Дмитриев /Кавал/ - иккĕмĕш, М.Егоров /Куславкка/ виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Кире пуканĕ çĕклессипе хĕрарăмсенчен Л.Тихонова /Кивĕ Вăрмар/, вăхăтпа çĕклессипе арçынсенчен А.Белов /Мăнçырма/, абсолютлă категорире А.Каланов /Кивĕ Вĕренер/ мала тухрĕç.
   Турник çинче туртăнассипе А.Хованский /Вăрмар поселокĕ/ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Л.Чумаковăпа В.Ильин çурран чупас енĕпе чи вăйлисем пулчĕç.
   Наци кĕрешĕвĕпе интересленекенсем уйрăмах нумай пулчĕç. Виçĕ виçе категорийĕпе вăй виçрĕç.
    65 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче паттăр ятне А.Степанов /Энĕшпуç/ тивĕçрĕ. А.Иванов /Вăрмар поселокĕ/, И.Ванюков /Тупах/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 75 килограмм таран таякансенчен тĕп приза - такана А.Иванов /Вăрмар поселокĕ/ çĕнсе илчĕ.
   Абсолютлă виçепе кĕрешсе тĕп приза - такана тата хаклă парнене пултаруллă спортсмен В.Степанов /Кивĕ Вăрмар/ алăран вĕçертмерĕ. Иккĕмĕш вырăна С.Павлов /Мăнçырма/, виççĕмĕшне А.Туртушов /Кавал/ тухрĕç.
    Районти Спорт çуртне уçнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа Шупашкарти «Текстильмаш Спорт çурчĕ» хупă акционерлă обществăн директор заместителĕ, пирĕн ентеш С.Лушин пирĕн районти футбол командине формăсен комплектне парнерелĕ. Çак лайăх парне футболистсене татах та лайăхрах выляма хавхалантарĕ.
 
А. КРАСНОВ


30 июня 2007
00:00
Поделиться