Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçĕ курăмлă

   «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пирĕн районти уйрăмĕн политканашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна уçнă май политканаш секретарĕ В.Кириллов Шупашкарта иртнĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти 12-мĕш конференцийĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ.
    «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партие çынсен ырлăхĕшĕн ĕçлекенсене чăмăртама йĕркеленĕ. Çакна вăл кашнинчех çирĕплетсе парать. Асăннă парти членĕсем тăрăшнипех района çывăх вăхăтрах район больницинче хирургин операци блокне тума вуншар миллион тенкĕ куçмалла. Чукун çулăн çĕнĕ вокзалĕ 2008 çулта ĕçе кĕмеллине пĕлтерсех тăратпăр. Пысăк Енккассинче шкул çĕкленет. Районта физкультурăпа спорт комплексĕ тума та палăртнă, кашни ялах асфальтлă çул çитĕ. Арапуçĕнчи çул çитменнисен реабилитаци центрĕ валли кĕнекесем пухма йышăнчĕç, 10 çынна парти членне илчĕç.
 
В. ВАСИЛЬЕВ


04 июля 2007
00:00
Поделиться