Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЛАЙĂХ ÇИТĔНŸПЕ ТАВРĂННĂ

   Июнĕн 22-26-мĕшĕсенче Етĕрне районĕнче «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен республикăри 39-мĕш финалĕ иртрĕ. Пирĕн район чысне унта Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул команди хÿтĕлерĕ /руководителĕ В.Антонов, заместителĕ В.Шапеев/. Команда финала ахальтен кайманнине çирĕплетсе пачĕ. Çар стройĕпе утса тухассипе ентешсем I-мĕш, туристсен конкурсĕнче II-мĕш, «Хÿтĕленÿ» тата «Çар хаçачĕ» конкурссенче 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
 
В. ТОЛМАТОВ


04 июля 2007
00:00
Поделиться