Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрремĕш спартакиада

    Иртнĕ шăматкун Канаш районĕнчи Шăхасанта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн пĕрремĕш спартакиади пулса иртнĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ М.Михайловский уçнă.
     Хисеплĕ хăнасен шутĕнче республикăри культура министрĕ П.Краснов, спорт министрĕ А.Николаев тата ыттисем пулнă.Унтан командăсем Асхва ялĕнчи стадиона пухăннă. Спартакиада тăватă тĕрлĕ спорт енĕпе иртнĕ: шывра ишесси, çăмăл атлетикăпа эстафета, волейбол, мини-футбол. Икĕ конкурс иртнĕ: вырăнти уйрăмсен презентацийĕ тата «боевой листоксен» конкурсĕ.
    Тупăшăва пурĕ 28 команда хутшăннă. Пирĕн район команди мини-футбол енĕпе - виççĕмĕш, «Боевой листок» кăларассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
   Ăмăртусене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, администрацисен специалисчĕсем, учительсем, учрежденисемпе предприятисен специалисчĕсем - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин членĕсем хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре Вăрмарсен команди тăххăрмĕш вырăн йышăннă.
      «Боевой листоксен» конкурсĕнче Вăрмарсем çĕнсе илнĕ, темиçе сехет хушшинче вĕсем тăватă номер кăларма ĕлкĕрнĕ.


04 июля 2007
00:00
Поделиться