Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паллашăр: «Шоркистры спортивные»

    И.Криков - Энĕшпуç шкулĕн вĕрентекенĕ, районти паллă музейçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, «Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» ята тивĕçнĕ хастар. Унăн пĕрремĕш кĕнеки тăван ялне тĕпчесе çырнă «Ведай край свой - Шоркистры» ятлă пулчĕ. Питĕ илемлĕ, тăпăл-тăпăл кăларнă кĕнеке тавра пĕлÿпе кăсăкланакансемшĕн çеç мар, пур вулакана та килĕшнĕччĕ.
     Çак чаплă ĕçпе кăна лăпланмарĕ Иван Васильевич, ял пурнăçне тĕпчессине малалла тăсрĕ. Темиçе çул хушши тăрăшса пуçтарнă материала пĕр çыхха çыхса «Шоркистры спортивные» кĕнекен ал çырăвне пичете хатĕрлесе çитерчĕ: вăл Çĕрпÿри типографире калăпланса тухрĕ.
     Манăн умăмра - «Шоркистры спортивные» кĕнеке. Хут ен хыççăн хут ен уçатăп, очерк хыççăн очерк вулатăп. Куçăм умне Энĕшпуç ялĕн ăраскалĕ тухать: çыннисем, кун-çулĕсене спортпа çыхăнтарнă ывăлĕ-хĕрĕсем. Мухтанмалли, мăн кăмăлланмалли пурах Энĕшпуçсен. Тин кăна Иван Васильевич «Ведай край свой, Шоркистры» ятлă кĕнекинче ал тупанĕ çинчи пек кăтартса панăччĕ. Акă - тепĕр çирĕплетÿ.
    «Вулăр, пĕлĕр», - тесе çеç çырман очеркĕсене автор. Физкультурăпа спортра палăрнă ентешĕсен кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне, спортри çитĕнĕвĕсене кăтартса сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма, аслисен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланма хăнăхчăр тенĕ.
   - Кĕнекене паянхи шкул ачисене халалларăм, - пĕлтерет И.Криков. - Вĕсем аслисен тĕслĕхĕпе ырă-сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр, çамрăклах спортпа туслашчăр, терĕм. Пирĕн республика çĕр айĕнчи пуянлăхпа мухтанаймасть. «Пирĕн пуянлăх - пирĕн çынсем», - палăртнăччĕ Н..Федоров Президент.
    «Шоркистры спортивные» кĕнекере 35 очерк. Ум сăмахĕ, автор калани пур. Хушса панине вулатăн та ялтан 40 çын физкультура тата пуçламăш çар вĕрентĕвĕн учителĕ тухнине пĕлетĕн: вĕсенчен хăшĕсем пурнăçран кайнă ĕнтĕ, теприсем тивĕçлĕ канура, виççĕмĕшсем шкулсенче ĕçлеççĕ.
   35 очерк - 35 кун-çул, шăпа, ăраскал. Ĕç тата спорт. Пĕрисен ĕмĕрĕ пачах та спортпа çыхăнман тейĕн: кирпĕч кăларакан, агроном, учитель, чукун çул ĕçĕнче... Теприсен профессийĕ спорт çулĕпе юнашарах: çар çынни, пушарнăй... Виççĕмĕшĕсем - чăн-чăн спортсменсем, физкультурниксем, теприсем...
Кĕнекене Ивановсен çемйи пирки ăшшăн çырса кăтартнипе пуçлать автор. Иван Ивановичпа Зинаида Федоровна тăватă ачине сывă, тĕреклĕ ÿсчĕр, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă. Тăрăшни харăма кайман, ачисем те, ачисен ачисем те ят яман: ял-йыш умĕнче сумлă. Энĕшпуçсем çулленех СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Ивановсене - Юрий Ивановичпа Геннадий Ивановича асăнса йĕлтĕрпе чупассипе район ăмăртăвне ирттереççĕ. Геннадий Ивановичăн пархатарлă ĕçне ывăлĕсем Иванпа Дмитрий малалла тăсаççĕ.
    Энĕшпуç - районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Пĕр пысăк ялтан çавăн чухлĕ спортсмен, физкультурник тухнипе тĕлĕнмелле те мар пек, çапах та... Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ - пĕр çын. Тĕнче класлă спорт мастерĕсем - иккĕн. СССР спорт мастерĕн кандидачĕсем - вун пиллĕкĕн. Акă Атайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Энĕшпуç шкулĕнче пĕлÿ пухнă С.Захарова пирки çырнă питĕ ăшă сăмахсемлĕ очеркра вулатăп. Бостонра, Чикагора, Гонолулуре марафонсенче çĕнтерÿçĕ пулнă. Тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ, XXVIII çуллахи Олимпиада чупуçи. Спортсменка тăван тăрăха манмасть: çулленех хăйĕн призĕсене илме çăмăл атлетикăпа ăмăрту ирттерет.
Очерк геройĕсен адресĕсем тĕрлĕ: пĕрисем тăван енрех ĕçлесе пурăнаççĕ, теприсем çĕр-шывăн ытти кĕтесĕнче. Акă «С верой в себя» тĕрленчĕке йĕрлетĕп. В.Сергеев пирки çырни сăнарлă ÿкерчĕкленсе куç умне тухать: чăваш пăхаттирĕ, çар çынни - полковник, сумлă орденсемпе медальсен кавалерĕ, СССР спорт мастерĕ. Нижневартовск хулинче пушар хурал чаçĕн пуçлăхĕ.
     Кĕнеке авторĕ тăван çĕртен аякра пурăнакан кашни ентешĕпех çыхăну тытать.
- Энĕшпуçсем хуть ăçта пулсан та ачалăх сăпкине манмаççĕ. Тăван ял кунне-и, ваттисене асăнма çимĕке-и, шкул уçăлнине палăртма-и - çулленех тăван ене килсе курма тăрăшаççĕ. Тăван çĕр-шывран хакли мĕн пултăр-ха, - кăмăллăн сăмахлать И.Криков.
    Автор «Шоркистры спортивные» кĕнекине илемлĕ, тикĕс чĕлхепе çырнă. Сăнарлă пĕтĕмлетÿсем, лирикăлла çаврăмсем хайлавсене ĕлккен сăн кĕртеççĕ. Кашни очерк умĕн сăвă сыпăкĕ хушни жанр формипе содержанине пĕр шăнăра çыхнине туйтарать. Очерк геройĕ спортăн ку е тепĕр енĕпе çитĕнÿсем тунине палăртнă май, тĕрлĕ терминсемпе ятсене энциклопедири пек кĕскен ăнлантарса парать. Тĕслĕхрен: олимпиада, марафон, волейбол, бокс ăнланусем.
    Спортсменсем таса вырăнта çитĕнмеççĕ. Акă, паянхи маттурсемшĕн Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăррăн вилнĕ А.Васильев политрук тĕслĕхĕ витĕмлĕ. Энĕшпуç шкулĕнче 1936 çулта Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме пуçланăскер, çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарма хастар тытăнать. Вăл ялта пуçласа БГТО значокне И.Нягина /Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 85 çулта/ панă. Физкультура учителĕ пулнă П.Афанасьев, пуçламăш çар вĕрентĕвĕн учителĕнче ĕçленĕ В.Яковлев, Г.Афанасьев, Энĕшпуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин тата ыттисем пирки те ăш пиллĕ сăмахсем каланă. Çакă та кĕнекен пахалăхне ÿстерет. Фотоиллюстрацисем чылай пулнине тата вĕсем темăпа тачă çыхăнса тăнине палăртма кăмăллă.
     Кенеке тиражĕ 1000 экземпляр. Шкулсенче, вулавăшсенче вăл пулмалли каламасăрах паллă. Тăван ен кун-çулĕпе кăсăкланакансемшĕн, тавра пĕлÿпе ĕçлекенсемшĕн, вĕрентекенсемшĕн, физкультурăпа спорта юратакансемшĕн те усăллă пуласса шанас килет.
 
В. ЦЫФАРКИН


04 июля 2007
00:00
Поделиться