Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç шавĕ чакмасть

    Çур аки хыççăн утă çулма тухиччен хăш-пĕр хуçалăхсенче вăхăтлăх шăплăх хуçаланать. Анчах та ку «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине пĕр енчен те пырса тивмест. Çак тапхăрта витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлес ĕç хĕрсе пырать. «Ĕç шавĕ пирĕн нихăçан та чакмасть», - калать фабрика директорĕ Н.Петров. Çапла пулмасăр, кăçал асăннă продукцие 300 тонна хатĕрлеме палăртнă. Ку пĕлтĕрхинчен чылай ытларах.
   А.Орешин, Н.Николаев газооператорсем ертсе пынипе çуллахи каникул вăхăтĕнче 10 çамрăк 2 сменăпа çак сиплĕ курăка хатĕрлеççĕ. Çĕр-шыв хăйсен паттăрĕсене пĕлмелле тетчĕç ĕлĕкрех, халĕ çак çăмăл мар ĕçре вăй хуракансен хушаматне асăнас килет: А.Борисов, С.Еньков, А.Петров, А.Павлов, К.Орешин, А.Архипов, К.Малышев, Н.Романов, Э.Толматов, И.Якимов. АВМ -1, 5 агрегат патне Н.Петров МТЗ-80 тракторпа вăхăтра люцерна курăкне турттарса тăрать. КПИ-2, 4 косилкăпа вара Ара çырми хĕрринчи участокра С.Николаев механизатор çулать. Курăк çăнăхĕ хатĕрлессишĕн яваплă Г.Андреев плана тултарасси пирки пĕрре те иккĕленмест, мĕншĕн тесен кунта ĕç шавĕ чакмасть, кал-кал пырать.
 
В. ВАСИЛЬЕВ


11 июля 2007
00:00
Поделиться