Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăха шанса

       Чăваш Республикинчи «Агро-Инноваци» унитарлă предприяти иккĕмĕш çул ĕнтĕ производствăпа экономика кăтартăвĕсем тăрăх республикăри чи вăйлă 100 ял хуçалăх предприятине палăртать. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе вĕсен хушшинче «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă общество та пур. Хуçалăха вара 1995 çултанпа вуникĕ çул хушши пултаруллă организатор, Раççей Аграри партийĕн пирĕн районти уйрăмĕн председателĕ Геннадий Петрович Тимофеев ертсе пырать.
- Малтанхи вăхăтра ĕçлеме йывăрччĕ. Чылай хуçалăхсем арканса пĕтрĕç, панкрута тухрĕç. Эпĕ вара çапла тĕллев лартрăм: «Мĕнле те пулса тытăнса тăмалла, йывăрлăхсене çĕнтерсе аталану çулĕпе малалла çирĕппĕн утмалла, каялла çул çук», - хăйĕн шухăшне уçса парать çирĕп кăмăллă, анлă тавракурăмлă руководитель Геннадий Петрович.
   Тарăн пĕлÿсĕр производствăна малалла аталантараймăн. Çакна Геннадий Петрович тĕрĕс ăнланать. Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренсе пĕтерет. ЧР ял хуçалăх министерствинче квалификацие ÿстермелли курссенче вĕренет. Малта пыракансен паха опытне тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе республика делегацийĕпе пĕрле ют çĕр-шывсенче те пĕрре кăна мар пулнă, мĕн пур лайăххине илме тăрăшнă. Çавăнпа ĕнтĕ уй-хирпе фермăсен тухăçĕ çултан-çул ÿссе пырать.
    «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектĕнче малашлăх валли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантармалли майсене палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине çакă та лайăх çирĕплетсе парать. Ялăн хĕвеланăç енчен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли чăн-чăн комплекс ÿссе ларчĕ. Икĕ çул каялла фермăра сĕт сумалли уйрăм çурт тунă. Тепĕр витине çĕнетсе реконструкциленĕ. Сунă сĕте сивĕтмелли холодильник пур. Выльăхсене апат памалли агрегат та çĕнни. Ку çуртра ферма ĕçченĕсем валли тĕрлĕ пÿлĕмсем. Çакна мал ĕмĕтлĕ руководитель ют çĕр-шывсенче пулнă чухне курнă та хăйĕн хуçалăхĕнче ĕçе кĕртнĕ. Венгрирен 130 пуç пушмак пăрусем илес килнĕ. Халĕ вĕсем талăкра пĕрре пăта яхăн сĕт антараççĕ. Сысна ферминче икĕ ангар тунă. Вĕсенче сыснасене çĕнĕ технологипе пăхаççĕ. Амасене çăвăрлаттармалли витене те реконструкциленĕ, сысна амисем валли блоксем тунă.
    Лизингпа тĕрлĕ техника туяннă.
   Хуçалăх экономикне тĕреклетме, выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна пуçлăх тĕрĕс ăнланать. Çавăнпа ĕнтĕ вăл ытти хуçалăхсен усăсăр выртакан çĕрĕсем çинче тыр-пул, выльăх апачлĕх культурăсем акса çитĕнтерет. Ку енĕпе Чупай тата Аслă Чак çĕрĕсемпе усă курать. Çапла вара акмалли çĕр лаптăкĕ 2005 çулта 1863 гектар шутланнă пулсан, 2006 çулта 3248 гектара çитернĕ. Çавна май мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ те нумайланнă. 2005 çулта 673 пуç шутланнă пулсан, кăçалхи 5 уйăхра 740 пуçа çитнĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем 328. Ĕнесенчен сĕт сăвасси те çулсерен ÿссех пырать. 2005 çулта кашни ĕнерен 3511 килограмм сĕт сунă пулсан, иртнĕ çул 3867 килограма çитнĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра 1782 килограмм сунă.
   Г.Тимофеев хуçалăха пĕлсе тата пултаруллă ертсе пынипе, наука çитĕнĕвĕсемпе çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнипе вăл сулмаклă утăмсемпе аталанать. Çавна май агрофирмăра вăй хуракансен ĕç укçи те ÿссех пырать. 2005 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 2573 тенкĕпе танлашнă, 2002 çулхипе танлаштарсан 153 процент.
    «Арабоси» агрофирма тыр-пул тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе республикăра ирттерекен экономикăлла ăмăртура яланах малтисен ретĕнче. ЧР ял хуçалăх министерствин, райадминистрацин дипломĕсемпе хаклă парнисене илме тивĕçлĕ пулать. 2004 çулхи итогсемпе Г.Тимофеева «Чи лайăх хуçалăх руководителĕ» хисеплĕ ят панă. 2005 çулхи тăхăр уйăхри кăтартусемпе усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн министерствăн 1-мĕш степеньлĕ дипломне тивĕçнĕ. Агропромышленность комплексне аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн ЧР ял хуçалăх министерствин приказĕпе Г.Тимофеева Хисеп грамотипе наградăланă.
Халăх унăн пултарулăхне курать, ăна шанать, хисеплет. 2005 çулхи суйлавра Геннадий Петрович Тимофеева район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйласа пысăк чыс турĕç. Депутатсем хушшинче суйлав ирттерсе Тимофеева район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма суйланă.
     Ĕçне кура - хисепĕ. Ял хуçалăх производствине аталантарас енĕпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Тимофеева виççĕмĕш степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă.
     Иртнĕ çул уншăн паллă событисемпе уйрăмах паллă пулчĕ. ЧР Президенчĕн Указĕпе ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç.
    2006 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă тунăччĕ. Ĕçре палăрнисене наградăсем панă вăхăтра Г.Тимофеева та сцена çине хăпарма чĕнчĕç. ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикин инноваци аталанăвĕ енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указа пурнăçлама активлă хутшăннăшăн номинацире çĕнтернĕшĕн ăна Дипломпа наградăланă. Çакă унăн ĕçри яваплăхне татах та ÿстерет, çĕнĕ çитĕнÿсем тăвассишĕн хастар кĕрешме хавхалантарать.
    2001 çултан пуçласа Г.Тимофеев «Арабоси» агрофирмăн генеральнăй директорĕ. Водительтен пуçласа директора çитнĕ. Хуть те мĕнле должноçра ĕçлесен те хуçалăх экономикне тĕреклетессишĕн мĕн пур чун-хавалне панă, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Производствăна аталантарма яланах çĕннине шырать, малашлăх лайăхрах пуласса шанать. Çирĕп принциплă, ĕçшĕн тăрăшакан руководителе коллективра хисеплеççĕ. Çакна вăл чăннипех те тивĕçлĕ.
     Çак кунсенче унăн юбилей, 50 çул тултарать. Эпир те юбилей ячĕпе саламланă май, хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пыма ăнăçусем сунатпăр.
 
А. ХОВАНСКИЙ


11 июля 2007
00:00
Поделиться