Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тавралăх илемĕшĕн

     Хамăр пурăнакан тавралăх илемĕ кашни çыннăн чĕрине тыткăна илет. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен йывăçсем лартнă, халĕ те çав ырă йăла-йĕрке пурнăçа анлăн кĕрсе пырать.
     Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2005 çулта «Йывăç ларт тата ăна упра» Йывăç кунне ирттересси çинчен Указ кăларчĕ. Ку Указа пĕтĕм чăваш халăхĕ хапăл туса йышăнчĕ, çав шутра Арапуçĕнче пурăнакансем те. Ял илемĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшса кăçал çуркунне Арапуç шкулĕнче вĕренекенсем «Вăрмар-Арапуç» шоссе çулĕн хĕррипе йывăçсем хушса лартрĕç. Аслăрах çынсем каланă тăрăх чи малтан кунти йывăçсене 1996-1997 çулсенчех лартса хăварнă пулнă. Анчах та çанталăк типĕ тăнипе, çав йывăçсенчен нумайăшĕ чĕрĕлеймен. Çавăнпа унта кашни çулах хушса лартма тивет. Кăçал ачасем ытларах пилеш йывăççисем лартрĕç. «Аря» магазин çывăхĕнчи пысăк лаптăка та пилеш, хурăн, чăрăш йывăççисем лартса илем кучĕç. Йĕркеллĕ пăхса ÿстерсен вĕсем вăрман пекех кашласа ларĕç. Ача сачĕ йĕри-тавра та пилеш йывăççисем хушса лартнă. Çак пархатарлă ĕçе 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем уйрăмах активлă хутшăнаççĕ.
     Ял халăхĕн ырă йăла пур. Çăл куçсене йĕркеллĕ тытса тăрасси. Халĕ çăлсене тасатас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Малтанхи вăхăтра Аря юхан шывĕ хĕррипе темиçе тĕлте те çăл куçсем шавласа юхнă. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ типнĕ ĕнтĕ. Лайăх çăлсем те пур-ха. Тăвал çырми хĕрринчи пĕр çăл куçне пура туса ятăмăр. Ку енĕпе М.Белов, Г.Агеев, Г.Мельков уйрăмах тăрăшулăх кăтартнă. Акмани çырми хĕрринчи ĕлĕкхи çăла та пура туса яма палăртнă. Çăлсене выльăхсем ватса ан пĕтерччĕр тесе каштасемпе карта тытса çавăрма палăртнă.
     Çапла, çут çанталăкшăн тăрăшса Арапуçсем чăннипех те пархатарлă та усăллă ĕç тăваççĕ. Çакă пире, çамрăксене, чăннипех те савăнтарать, вĕсенчен тĕслĕх илме хистет.
 
А. НИКИТИНА


11 июля 2007
00:00
Поделиться