Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсен кунĕ

    2007 çулхи çиччĕмĕш уйăхĕн çиччĕмĕш кунĕнче çамрăксем мăшăрланма ЗАГС еннелле туртăнчĕç пулсан, республикăри муниципаллă хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем вара - Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи Сапаскар ятлă вырăна. Çак кун муниципаллă хăй тытăмлăх органĕсен республикăри Канашĕ йĕркеленипе пуçласа ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунĕ иртрĕ.
     Ир тăракан кайăк тутă пулнă теççĕ халăхра. Ял çынни вара шурăмпуçпа ура çине тăма хăнăхнă. Çавăнпа та пулĕ 8 сехет çитичченех республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи район делегацийĕсем Сапаскара пуçтарăнма пуçларĕç. Вырăнĕ тĕлĕнмелле хитре. Пĕве, хырлăх, хутăш вăрман, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттермелли ешерекен çаран. Вăрмарсем хăнасем умĕнче пите хĕретме хăнăхман, хальччен те кунта тирпейлĕх хуçаланнă пулсан, халĕ татах та хитререх - пĕтĕм çĕрте тĕлĕнмелле хăтлăх хуçаланать. Программăра палăртнă спорт вăййисене ирттерме пур майсем те туса панă: уйрăмах шывра ишессипе ăмăртакансем, куракансем валли шыв çийĕн хывнă кĕпер асра юлчĕ.
     Сăмахпа мар, ĕçпе хăйсен ĕçĕ-хĕлне çирĕплетме хăнăхнăскерсем официаллă майпа уява уçичченех пĕрремĕш ăмăртусене пуçларĕç. Вут татасси темех те мар пек, анчах «кам маларах» тенĕ чухне пăчки те чăхăмласшăн, апла пулин те Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов тата А.Семенов çакна пуринчен те хăвăрт пурнăçларĕç. Валерий Алексеевич шÿтлесе: «Пăчкине икĕ кун хăйрарăмăр», - тенинче шÿт те çук пек туйăнчĕ - ара, шăхăрать кăна вĕсен аллинче платниксен инструменчĕ. Кĕвентепе шыв йăтасси те çăмăл пек те, анчах кунта та кăлтăксем пур. Пирĕн хĕрсем арçынсен пĕрремĕш çĕнтерĕвĕпе лăпланса-ши, малти вырăнах тухаймарĕç.
     Акă 10 сехет те çитрĕ. Республика ялавĕ мăнаçлăн çÿлелле çĕкленет, Гимн янăрать. Мероприяти официаллă уçăлни çинчен райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ю.Ефимов пĕлтерет, район пуçлăхĕ В.Кириллов пурне те ăшшăн саламлать. Çакăн пек мероприятие Вăрмар районĕнче ирттерни хăйне евĕр паллă. Район пурăнать эппин, аталанать, ЧР муниципаллă хăй тытăмлăх канашĕн дирекцийĕн директорĕ В.Максимов çак уявăн тĕллевне çапла палăртрĕ: «Ял, хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсем унта пурăнакан çынсемпе пĕр сăмах яланах тупаççĕ. Физкультурăпа спорт вара вĕсене яланах пĕрлештерет».
    Чăн та çапла пулчĕ. Уява уçнă савăнăçлă пай хыççăн ытти сахал мар илĕртÿллĕ спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç - мини-футбол, пляж волейболĕ, чупас енĕпе эстафета, çăмăл атлетсен кросĕ... Пĕтĕмпе ăмăртусене виççĕр ытла çын хутшăнчĕ.
    Çак уявăн иккĕмĕш пайĕ те хăйне евĕр кăсăк пулчĕ. Жюри командăсем хăйсен лагерьне ăçта вырнаçтарнине, мĕнле тутлă апат-çимĕç хатĕрленине те пăхса тухрĕ. Уява хутшăнакансен концерт программи те пуян пулчĕ, вăл пурин асĕнче те юлчĕ.
 
В. ТОЛМАТОВ


14 июля 2007
00:00
Поделиться