Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуçарулăх кăтартса

     Мăнçырмари хуçалăх юхăнса, арканса, панкрута тухнă хыççăн хуçалăх ертÿçинче Вячеслав Федорович Павлов ĕçлеме пуçларĕ. Чи малтанах «Слава» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркелерĕ. Эпĕ çак кунсенче машинăпа трактор паркне кайса килтĕм, вăл вăхăтра пуçлăх вырăнта марччĕ.
     Механизаторсемпе калаçнă май ун çинчен ăшă сăмахсем каларĕç, хуçалăх çинчен тăрăшнине палăртрĕç. Каярахпа В.Павлов парка килсен хăйĕнпе калаçма тÿр килчĕ. Вăл çĕнĕ техника туянмалли çинчен пĕлтерчĕ. Акă, ял хуçалăхне аталантармалли наци проекчĕпе килĕшÿллĕн виçĕ сеялка, опрыскиватель, МТЗ-82 трактор - 2, Т-150 - 1, нумаях пулмасть лизинг шучĕпе ДОН-1500Б комбайн туяннă. Ĕççи пуçланасса кĕтсе паркра аякранах мăнаçлăн курăнса ларать хăватлă комбайн. Калас пулать, В.Павлов кадрсене суйласа илме те пĕлет. Комбайнпа ĕçлеме самаях опыт пухнă О.Михайловпа П.Павлов механизаторсене шанса панă. Олег Михайлович çитес çул пенсие тухать. Вăл малтан автомашинăпа ĕçлет, ешĕл вырма вăхăчĕ çитсен Э-281 комбайнпа утă, люцерна çулать, ĕççи пуçлансан комбайн штурвалĕ умне ларса тырă тĕшĕлет, вырса пĕтерсен шкул автобусĕпе тăрăшать. Тракторпа пысăк опыт пухнă Н.Дмитриев, А.Петров, М.Васильев механизаторсем вăй хураççĕ. «Слава» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ пĕлтĕр 100 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă, 300 гектар çĕртме сухи тунă, çуркунне çавăн чухлĕ çĕр çине çурхи культурăсем акнă. Трактор паркĕнче çуллахи вăхăтра столовăй уçнă. Унта Г.Гурьева ĕçлет, техĕмлĕ апат пĕçерет, уя тухса механизаторсене вĕри апат çитерет. В.Павловăн ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл тĕш тырă акмалли лаптăка ÿстерес, кăçал ферма туса ăна витсе хăварас пирки шухăшлать. Куратпăр, хуçалăх çитĕнÿ çулĕ çине тухни куçкĕрет, вăл лачакана путнă лава туртса кăларасса шанас килет.
 
Г. ПЕТРОВ


14 июля 2007
00:00
Поделиться