Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тимлĕхе ан çухатăр

      Кун хыççăн кун шăвать, акă 2007 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ те иртрĕ. Çак вăхăтра районти çул-йĕрсем çинче лару-тăру еплерех-ха? Ку ыйтупа кăсăкланса пирĕн корреспондент А. НИКОЛАЕВА районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕпе А. НИКОЛАЕВПА калаçнă.
- Иртнĕ 6 уйăхра районти çул-йĕрсем çинче 13 тĕрлĕ инкек пулнă. Унта 16 çын аманнă, шел пулин те 2 çын пурнăçран уйрăлнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çул-йĕрсенчи инкексем 7 тĕслĕх таран ÿснĕ. Инкек таврашĕ ытларах «Вăрмар - Вăрмар кукри», «Вăрмар - Тикаш», «Вăрмар - Кавал» автоçулсем çинче пулнине палăртнă. Инкек пуласси çул хăш вырăнта вырнаçнипе пулса пыманнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Кунта ытларах водительсемпе çуран çÿрекенсем тимлĕхе çухатни тата руль умне ÿсĕрле ларни чăрмантарать. Çавăн пекех çул-йĕрсем çинче çÿремелли правилăсене пăхăнманнипе те синкерлĕ пулăмсем сиксе тухаççĕ. Тĕслĕхрен, ВАЗ-21-01 ХО63АО21 патшалăх номерлĕ çăмăл автомашинăн водителĕ В.Васильев руль умĕнче ÿсĕр ларнине пула тÿрĕ вырăнтах «Вăрмар - Чупай» автоçул çинче çаврăнса ÿкнĕ. Унпа пĕрле ларса пыракан виçĕ пассажир йывăр аманнине пула район больницинчи хирурги уйрăмне лекнĕ. Çавăн пекех ГАЗ-31-10 ТЗ61ВР патшалăх номерлĕ çăмăл автомашина хуçи Д.Платонов ÿссĕрине пула çул айккине чăмнă. Юнашар ларса пыраканĕпе иккĕшĕ те аманса халĕ больницăра выртаççĕ. Кун пек тĕслĕхсене чылай илсе кăтартма пулать. Хăш-пĕр водительсем хăйсене ытла та паттăрла тытса хăвăртлăха палăртнă нормăран ÿстереççĕ. Автомашина вăл тем чухлĕ хăвăртлăха ÿстерсен те самолет пулайманнине чухламаççĕ-ши? Çапла вара «çил хăвалакансем» хăйсемшĕн те, пассажирсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çул-йĕрсем çинчи паллăсене ахальтен лартса паман, вĕсене пурин те пăхăнмалла, çакă вара пĕр-пĕрне хисеплени пулать те ĕнтĕ. Тĕрлĕ инкексем килсе ан тухчăр тесе çул-йĕр патрулĕн сотрудникĕсем ытларах аварисем пулакан тата ытти вырăнсенче те тăтăшах пулаççĕ, автомашина хуçисемпе, çуран çÿрекенсемпе ятарлă калаçусем ирттеретпĕр. Профилактикăлла тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах пулаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Хăвăртлăх», «Мотоцикл», «Çуран çÿрекен», «Çул урлă каçасси» тата ытти операцисем ирттеретпĕр. Çуллахи каникул вăхăчĕ пынă май ашшĕ-амăшĕсен ачисене çул-йĕрсем çинче сыхă пулмаллине асăрхаттармалла. Уйрăмах каçхи вăхăтсенче ачасем велосипедсемпе çул çинче ярăнса çÿреççĕ, футбол мечĕкĕ тапма та ÿркенмеççĕ. Чылайăшĕ мотоциклсемпе регистрацилемесĕр, техосмотр тухмасăр чупаççĕ. Пурне те çул-йĕр патруль службин сотрудникĕсем курса, сыхласа ĕлкĕреймеççĕ, çавăнпа та харпăр хăйĕн тимлĕ пуласчĕ.


14 июля 2007
00:00
Поделиться