Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тивĕçлĕ ĕçшĕн

     Чăваш милицийĕ пуçланса кайнăранпа 87 çул çитрĕ. Çак кун районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов пурне те ăшшăн саламларĕ. Çăмăл мар ĕçре сотрудниксене тÿсĕмлĕх, чăтăмлăх сунчĕ, çавăн пекех Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн В.Антоновăн саламне вуласа пачĕ, унăн приказĕпе ĕçре уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотисемпе, кăкăр çине çакмалли «Милици отличникĕ» знакпа наградăларĕ, Тав хучĕсем пачĕ. Çак хисепе милицин участокри аслă уполномоченнăйĕ С.Авксентьев, районти шалти ĕçсен пайĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Михеев, оперативлă дежурнăй помощникĕ Ю.Григорьев, ШĔП дознавателĕ А.Герасимов тивĕçнĕ, ытти сотрудниксенчен чылайăшне ШĔП начальникĕн приказĕпе укçан парса хавхалантарчĕç.
 
О. НИКИФОРОВ


14 июля 2007
00:00
Поделиться