Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Çамрăксем ĕçлĕ пулччăр»

     Çăва тухнă хыççăн Вăрмар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ-хĕлĕ татах та анлăланать. Кашни çулах çак вăхăтра çĕршер ачана хушма ĕçпе тивĕçтереççĕ.
   Пĕрремĕш çур çулта районти тĕрлĕ организацисемпе, предприятисемпе, хуçалăхсемпе 16 ĕç килĕшĕвĕ тунă, 405 çамрăка хушма ĕçпе тивĕçтернĕ. Ку енĕпе иртнĕ çулсенчи пекех «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики /68 çын/, «Шигали» хуçалăх /31/, «Возрождение», «Туслăх» фермер /хресчен/ хуçалăхĕсем /20-шер/ малта пыраççĕ. Ку хуçалăхсенче çамрăксем тĕрлĕ ял хуçалăх ĕçне пурнăçлаççĕ. Хула, ял тăрăхĕсем те асăннă учрежденисемпе килĕшÿ тунă, вĕсен территорийĕнче ĕçлеме алă пуснă çамрăксем тирпей-илем кĕртес енĕпе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Ачасене ĕçе явăçтарма Шăхаль, Кĕлкеш, Энĕшпуç ял, Вăрмар хула тăрăхĕсем активлă хутшăнаççĕ. Çак ĕçрен райпо, элеватор, Энĕшпуçĕнчи кирпич кăларакан производство кооперативĕ, «Землемер» тулли мар яваплă общество тата ыттисем те юлмаççĕ. Çуллахи каникул тăсăлать. Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн аслă инспекторĕ Л.Мишина пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ ĕç килĕшĕвĕсем çырасси те малалла пырĕ.
 
В. ТОЛМАТОВ


18 июля 2007
00:00
Поделиться