Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Алексей Трофимова асăнса

    Мăнçырмара çуралса ÿснĕ пултаруллă велосипедиста Алексей Трофимова асăнса кăçал ăмăртусене вуннăмĕш хут йĕркелерĕç. Вăлах маунтинбайк енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн вуннăмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем пулчĕç.
       Ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленме спонсорсем пысăк пулăшу панă. Тĕп спонсор, Мăнçырмара çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра «Паркет çурчĕ» холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев парнесем туянма укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Çавăн пекех Мускавра пурăнакан ентешсем, кунти строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ В.Иванов, Шупашкарти «Системпром» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ В.Афанасьев, «2 С паркет» фирмăн директор ĕçĕсене пурнăçлакан С.Краснов, Мускаври «Паркет çурчĕ» магазинăн генеральнăй директорĕ Н.Матвеев /Çĕнĕ Вĕренер/, Камчаткăри «Канаш» обществăн чăваш диаспорин финанс директорĕ Э.Иванов, Çĕнĕ Уренгойри магазинсен сечĕн директорĕ В.Пидюков /Мăнçырма/, «Слава» фермер хуçалăхĕн директорĕ В.Павлов /Мăнçырма/, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин /Энĕшпуç/, Ямбургри «Ямбурггазодобыча» прорабĕ А.Кузнецов /Мăнçырма/, маршрутлă микроавтобус водителĕсем - В.Иванов /Тикаш/, Н.Дмитриев /Мăнçырма/, районти магазинсен сечĕн директорĕ А.Белов /Мăнçырма/ тата ытти предпринимательсем тивĕçлĕ тÿпе хывнă.
    Ăмăртусен çĕнтерÿçисем валли чăннипех те лайăх парнесем хатĕрленĕ. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, музыка центрĕ, магнитола, пылесос тата ытти йышши хаклă япаласем. Камсене тивĕçĕç вĕсем; Ахальтен-и хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ велосипедистсем хушшинче.
     Трасса вара çăмăл мар: Мăнçырмаран пуçласа Шăхаль вăрманĕ, икĕ кÿлĕ тавра çаврăнса Тăвай районĕн чикки таран. Унтан Кĕçĕн Шăхаль патĕнчен çаврăнса Мăнçырмари машинăпа трактор паркне финиша çитмелле. Икĕ куна пынă маунтинбайкăн /сăртлă-туллă вырăнта чупасси/ ăмăртăвĕсен кашни тапхăрĕ питех те интереслĕ иртнĕ.
Июлĕн 8-мĕшĕнче ăмăртусем пуçланнă ятпа Мăнçырмари вăтам шкулта савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ăмăртăва килнисене район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР велоспорт федерацийĕн членĕ, СССР спорт мастерĕ А.Филиппов, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, Мускавран килнĕ хăна Н.Воронцов, Мускаври «Паркетсен çурчĕ» холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев, Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ В.Николаев, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă пултаруллă спортсменăн ашшĕ Н.Трофимов тата ыттисем саламларĕç.
     Район руководителĕсемпе хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа, тутлă сăрапа сăйларĕç.
     Ăмăрту ялавне çĕклеме иртнĕ çулхи ăмăртусен çĕнтерÿçисене, спорт мастерĕсене М.Гоголевпа /Ижевск хули/, В.Андреевăна /Çĕнĕ Шулхан/ ирĕк пачĕç.
    Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăраççĕ.
   Малтанхи кунĕнче ăмăртура çĕнтернĕ велосипедистсене, пĕрремĕш вырăн йышăннисене - Кубоксем, ыттисене дипломсемпе медальсем параççĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн районти спортсменсем те пур.
     Кросс-кантри марафон чупура хĕр ачасемпе арçын ачасем 5 ушкăнра ăмăртнă.
   1995-1996 çулсенче çуралнă арçын ачасен пĕр çаврăм тумалла е 18 километр. Çак дистанцире пирĕн район спортсменĕсенчен Д.Яковлев /Кивĕ Вĕренер/ - иккĕмĕш, М.Андреев /Мăнçырма/ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
   1993-1994 çулсенчи хĕр ачасенчен М.Семенова /Вăрмар поселокĕ/ иккĕмĕш вырăна тухнă.
      1991-1992 çулсенчи аслă арçын ачасен ушкăнĕнче И.Тимофеев /Вăрмар поселокĕ/ иккĕмĕш пулнă.
      К.Романова /Мăнçырма/ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.
    1988 тата аслăрах хĕрарăмсем хушшинче яланхи пекех В.Андреева /Çĕнĕ Шулхан/ спорт мастерĕ çĕнтернĕ.
    Июлĕн 9-мĕшĕнче кросс-кантри чупнă. 3 километрлă дистанцие 2 çаврăм тумалла.
      1993-1994 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен пирĕн район спортсменки М.Семенова çĕнтернĕ, дистанцие 11 минут та 52 секкунтра чупса тухнă.
      1989-1990 çулсенчи çамрăксенчен пирĕннисенчен А.Саминов спорт мастерĕн кандидачĕ - виççĕмĕш, А.Кохнуров спорт мастерĕ - тăваттăмĕш, спорт мастерĕн кандидачĕ А.Степанов пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсем пурте Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренеççĕ.
     1988 çулхи тата унтан та аслăрах хĕрарăмсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята спорт мастерĕ В.Андреева çĕнсе илнĕ.
     Икĕ куна пынă ăмăртусен итогĕсемпе çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса чысланă. Хăйсен ушкăнĕсенче çивĕч кĕрешÿре иккĕмĕш вырăн йышăннă Д.Яковлева - магнитола, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ М.Семеновăна - пылесос, виççĕмĕш вырăна тухнă И.Тимофеева - магнитола, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ спорт мастерĕн кандидатне К.Романовăна - музыка центрĕ, виççĕмĕш пулнă спорт мастерĕн кандидатне А.Саминова дивиди-проигрыватель тивĕçнĕ. В.Андреева спорт мастерне тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнеленĕ.
   Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн пултаруллă спортсменка, спорт мастерĕ Вера Андреева тепĕр куннех Раççейĕн пĕрлештернĕ командин составĕнче пулса маунтинбайк енĕпе Турцире ирттерекен Европа чемпионатне хутшăнма тухса кайрĕ. Эпир ăна пурте ăнăçлă стартсем сунатпăр. Ăмăртăва хутшăннă спорт ветеранĕсене те манса хăвармарĕç, дипломсемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç.
      ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Николаев савăнăçлă лару-тăрура физкультурăпа спорта аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн, сывă пурнăç йĕркине пропагандăланăшăн тата пултаруллă спортсменсем хатĕрленĕшĕн А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă тренер-преподавательне В.Сидорова тата Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Семенова физкультурăпа спортăн Федераллă агентствин Хисеп грамотипе наградăларĕ.
    А. Трофимова асăнса ирттернĕ Раççей ăмăртăвĕсем спортсменсемшĕн те, куракансемшĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ. Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ


18 июля 2007
00:00
Поделиться