Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Черетлĕ планеркăра

    Район пуçлăхĕ В.Кириллов виçĕмкун ирттернĕ планеркăна район пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем, федераллă тата республика шайĕнчи патшалăх тытăмĕн органĕсен руководителĕсем хутшăнчĕç.
    Чи малтанах Вячеслав Николаевич районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвне тишкерчĕ.
     Планеркăра район пуçлăхĕн заместителĕсемпе райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене итлерĕç.
      Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Ю.Соколов иртнĕ эрнере палăртнă мероприятисем пурнăçланни, вĕренÿ учрежденийĕсене реструктуризацилесси пирки каларĕ.
       Чылай ял тăрăхĕсенче налук пухмалли плана чыслăн пурнăçласа пыраççĕ, çакă район тата республика бюджетне çирĕплетес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах ку питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç çине Энтрияль тата Аслă Чак ял тăрăхĕсенче кирлĕ пек çаврăнса пăхмаççĕ, налук пухас енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр водительсем çул çÿремелли правилăсене пăсаççĕ, çавăнпа аварисем пулаççĕ. ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле рейдсем час-часах ирттермелле. Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусем çинче район пуçлăхĕн заместителĕ О.Васильев чарăнса тăчĕ.
       ЧР Президенчĕн «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районта ĕçсем малалла пыраççĕ. Хуруй тата Çиçтĕпе ялĕсене асфальт сарнă çулпа çыхăнтарас енĕпе вăй хураççĕ. Тикаш ялĕн айккипе Хĕрлĕçыра каякан çула тума проект туса хатĕрленĕ, кĕçех хĕрÿ ĕçсем пуçланмалла.
     Райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ю.Ефимов хальхи шăрăх çанталăкра çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пулни, çавăнпа та шыва кĕнĕ чухне тимлĕ пулмалли çинчен пĕлтерчĕ.
      Планеркăра çавăн пекех ыттисен отчечĕсене итлерĕç, районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç, малашлăх задачăсем палăртрĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ


18 июля 2007
00:00
Поделиться