Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни минутпа усă кураççĕ

    2007 çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Ача çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмерĕ-ха, çапах та ачасемшĕн тăрăшса тĕрлĕ ĕçсем туни курăмлă. Акă пирĕн районти Пысăк Енккасси ялĕнче 200 ача вырнаçмалăх шкул çурчĕ хăпарнăçемĕн хăпарса пырать.
   Кунта районти «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» хупă акционерлă общество ĕçченĕсем çине тăрсах вăй хураççĕ. Ара, çапла пулмасăр, вĕсен те кашнийĕнех ачисем, мăнукĕсем пур-çке. «Пулас ăрушăн тăрăшмаллах, вĕсем пурнăç калчисем», - теççĕ рабочисем.
    Аслатиллĕ е шалкăм çумăр-и - пурпĕрех ĕç вырăнĕнче, кашни минутпа туллин усă кураççĕ строительсем.
   Г.Васильев водитель вара шкул çуртне хăпартакансене кирпĕчпе тивĕçтерсе тăрать. Вуншар çул руль умĕнче лараканскер Канашри кирпĕч заводĕнчен те, Энĕшпуçĕнчи кирпĕч кăларакан кооперативран та стройкăра кирлĕ «апата» турттарать вăл. Çак материала ватмасăр, тĕрĕс-тĕкел илсе çитерес тесе машина çинче хăйех майласа пырать.
 
А. НИКОЛАЕВА


18 июля 2007
00:00
Поделиться