Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Коопераци вăйĕ - пĕрлĕхре

    Иртнĕ кунсенче райпо правленийĕн акт залĕнче Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне паллă турĕç. Уява район пуçлăхĕ В.Кириллов тата райпо совечĕн председателĕ К.Никитин хутшăнчĕç.
   Чи малтанах К.Никитин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ: «1922 çулта Пĕтĕм тĕнчери коопераци альянсĕн Тĕп комитечĕ июльти пĕрремĕш шăматкун Коопераци кунне паллă тума йышăннă. Унтанпа 85 çул иртрĕ пулин те йăлана тытса пыратпăр. Паянхи кун райпо вăл - районти пасар экономикине хутшăнакан чи пысăк организацисенчен пĕри. Райпо çынсене тĕрлĕрен апат-çимĕç продукцийĕсемпе тивĕçтерет, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет, ял-йышран юр-варпа пахча çимĕç туянать, лавккасене реконструкцилет. Райпо системинче 315 çын ĕçлет. Вĕсем тăрăшнипех лайăх çитĕнÿсем тăватпăр».
     В.Кириллов вара салам сăмахĕсемсĕр пуçне тĕрлĕрен проблемăсем çинчен те каларĕ. «Ялсенче йĕркеллĕ çулсем çуккипе пуррине пăхмасăрах ĕçлетĕр, тăрăшатăр эсир», - терĕ вăл. Çитес вăхăтсенче Президент Указĕпе килĕшÿллĕн пĕчĕк ялсене каймалли çулсене тăвасси тата ыттисене юсасси пирки те асăнчĕ. Çавăн хыççăн лавккасене продукци турттарасси те çăмăлланĕ.
     85-мĕш коопераци кунĕ ячĕпе К.Никитин райпо ĕченĕсене тĕрлĕрен наградăсемпе укçан преми парса чысларĕ. «Раççейри потребительсен кооперацийĕнче хастар ĕçленĕшĕн» паллăна - Н.Голосова, И.Сергеева, А.Степанов, М.Федорова, «Потребительсен кооперацийĕнче 30 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăна - А.Васильева, Р.Эверскова, 25 çул - Е.Антонова, Н.Гарелкина, Г.Степанова, 20 çул - В.Иванова, З.Казакова, Е.Федорова, «РФ потребкоопераци ветеранĕ» ята - Р.Мефодьева, Л.Платонова, «ЧР потребкоопераци ветеранĕ» ята А.Баданова, А.Васильев, А.Ларионова тивĕçрĕç, «Раççейри коопераци юхăмĕн çамрăк лидерĕ» паллăна - С.Даниловпа И.Федоровăна, РФ Центросоюзăн Хисеп грамотине - Т.Викторовăпа Л.Шашкинăна, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине - Г.Александровăпа Н.Даниловăна, Тав хутне Л.Павловăпа П.Никифорова парса чыс турĕç.
      Коопераци системинчи чи пысăк та сумлă награда вăл - «Раççейри потребительсен кооперацине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн» орден. Район историйĕнче чи пĕрремĕш хут çак орденпа райпора 40 çул чунне парса тăрăшакан Р.Красновăна наградăларĕç. Роза Петровна райпора техникум хыççăнах ĕçлеме тытăннă: малтан - товароведра, унтан правлени председателĕн кадрсемпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хунă. Пĕр вăхăт райпори регистраци енĕпе ĕçлекен специалист пулнă, паянхи кун вăл юрисконсульт пулса тăрăшать.
      «Пурте ĕçе юратса тусан, пурте пĕрле тăрăшсан - пирĕн ĕç ăнать, мĕншĕн тесен коопераци вăйĕ - пĕрлĕхре», - терĕ К.Никитин уяв вĕçленнĕ май.
 
А. МИХАЙЛОВ


18 июля 2007
00:00
Поделиться