Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Таксофонсен йышĕ ÿсĕ

     Карас телефонсен йышĕ районта кунсерен ÿссе пырать пулин те таксофонсен пĕлтерĕшĕ те пысăк. Хуть те хăçан, хуть те ăçта шăнкăравлама пулать вĕсенчен. Районти линипе техника цехĕ кăçал поселокри почтамт, ялти çыхăну уйрăмĕсем умĕнче хитре таксофонсем вырнаçтарчĕç. Хальлĕхе вĕсем - 33. Çулталăк вĕçленнĕ тĕлне 47 таран çитĕ. Калаçмалли картăн хакĕ 100 тенкĕ, вĕсене çыхăну уйрăмĕсенче илме пулать.
 
В. ТОЛМАТОВ


18 июля 2007
00:00
Поделиться