Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа – куçа-куçăн

    АСЛĂ ЧАК. Тĕл пулу вăхăтĕнче министр заместителĕ А.Белов Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕпе паллаштарчĕ, халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатма Чăваш Енре ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕсем пурнăçа ăнăçлăн кĕрсе пынине палăртрĕ. А.Белов ертсе пыракан ушкăн Аслă Чак ял тăрăхĕнчи тĕслĕх библиотекăра, «Арабоси» агорфирмăн Аслă Чакри уйрăмĕн машинăпа трактор паркĕнче пулса унти ĕçченсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Халăха ытларах çĕре, пурлăха регистрацилес ыйтусем, «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тата ытти программăсем пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пыни интереслентерчĕ.
    ЧĂРĂШÇЫРМА. «Чăваш Республикин çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев, райадминистрацин экономикăпа муниципаллă пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕ А.Кузьмин Кавал ял тăрăхĕн администрацийĕнче, Чăрăшçырма ялĕнче пулчĕç. Ку ял район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă, юнашарах - Куславкка районĕ. Яла сăнласа парас пулсан: 120 килтен 60-ĕшĕнче кăна çынсем пурăнаççĕ, ытларахăшĕсем - пенсире. Çапах та ялта халăхăн 12 ĕне, ыттисем сурăх, качака. «Ача-пăча сассине çуллахи кунсенче кăна илтме пулать», - теççĕ пенсионерсем, мĕншĕн тесен вĕсем çуллахи каникулсене тĕрлĕ хуласенчен канма яла килеççĕ. Хаçат-журнал та сахал çырăнса илеççĕ. Сăмахран районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат ялĕпе те пĕр экземпляр кăна килет. Хальхи вăхăтра район хыпарĕсене радио та пĕлтермест, хаçат вара районта мĕн пулса иртнине çутатсах тăрать. Çавăнпа та вĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра район хыпарĕсене ял халăхĕ пĕлсех каяйманни палăрчĕ. Ялти шкул, фермăсем веçех хупăннă, витисем мĕскĕннĕн тунсăхласа лараççĕ, сутуçă çуккипе лавкки те хупă. Ĕçлĕ ушкăнрисем ялти çак вырăнсене çитсе курчĕç. Унтан ялти клубра халăхпа тĕл пулчĕç. О.Васильев районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ. Т.Матвеева çĕр кадастр палатин ĕçĕ-хĕлĕ, куçман пурлăх объекчĕсемпе çĕр участокĕсене учета илесси вĕçленсе пыни çинчен тата унăн тĕллевĕ пирки ăнлантарчĕ. Муниципаллă пурлăх пирки А.Кузьмин чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Кавалти пĕтĕмĕшле практикăн офисĕн врачĕ М.Петрова медицинăри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, хăш-пĕр йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăрăшçырмасене тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантарчĕç. Ыйтăвĕсем нумай - пурте халăх пурнăçне лайăхлатасшăн.
 
З. ПАВЛОВА . А. НИКОЛАЕВА


21 июля 2007
00:00
Поделиться