Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малалла та ÿсĕмсем пулччăр

   «Шоркистринский» производство кооперативĕнче
    «Урмарская» КСО» хупă акционерлă общество автомашинисем кунта кашни кунах. Пысăк Енккассинчи шкул ытларах Энĕшпуç кирпĕчĕпех çĕкленет тесен пĕрре те йăнăш пулмасть.
     Продукци пахалăхĕ те клиентсене илĕртет. Кооператив пуçлăхĕ И.Иванов тăрăшнипе çулсерен лайăх еннелле ÿссех пырать вăл. Хальхи вăхăтра кунта 80 çын ытла вăй хурать - штатлă ĕçченсем çумне çуллахи вăхăтра ачасем хутшăнаççĕ. Çак çăмăл мар ĕçе вĕсем тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
         Хĕрлĕ кирпĕче мĕнрен тăваççĕ; Паллах, тăмран. Ку енĕпе Энĕшпуç тăрăхне çут çанталăк кÿрентермен. Н.Сергеев тĕп механик ертсе пынипе В.Белов /вăл водитель те, экскаваторщик та кунсерен кирлĕ чĕр тавара карьертан кăларса цеха çитерет. Рельс тăрăх çÿрекен экскаватора çул кирлĕ. Рельссем хурас тĕлĕшпе çак йĕркесен авторĕ пынă кун механизаци цехĕн рабочийĕсем П.Николаев, А.Волков, Г.Кузнецов, А.Тукмаков тăрăшатчĕç. Çăмăлах мар çакна пурнăçлама. Анчах Энĕшпуçсем ĕмĕр ытла чукун çул çинче тăрăшни çак ĕç ăсталăхĕ çамрăксем патне юнранах куçнă пулĕ. Çавăнпа та ăна вĕсем вăхăтра та майлă пурнăçлаççĕ.
       Чĕрĕ кирпĕче вырнаçтаракан цехра Э.Григорьева, В.Семенова, Л.Павлова, Н.Филимонова, Н.Смирнова, В.Александрова хăйсен ĕçне пĕлсе тăваççĕ.
        Вăй-хал камра? Çамрăксенче. Хатĕр продукцие автомашинăсем çине тиесси çăмăл ĕçех мар, кунта Энĕшпуç çамрăкĕсем, шкулти аслă классенче вĕренекенсем. Çамрăкранах ĕçре пиçĕхсе ÿсни малашнехи пурнăçра та çитĕнÿсем тума пулăшĕ. Кооперативăн та çапла пултăр.
 
В. ТОЛМАТОВ


21 июля 2007
00:00
Поделиться