Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Питрав - халăх уявĕ

     Шăхаль - район центрĕнчен аякра вырнаçнă пысăк ял. Ăна сăнасан унта миçе урам пуррине, ялти тĕп çуртсем ăçта вырнаçнине, çынсем хăш еннелле утнине пĕлме пулать, мĕншĕн тесен вăл çырмара ларать. Кашни çул июлĕн 12-мĕшĕнче Шăхале халăх йышлă пухăнать, çак кун унта – Питрав, ăна кашни çул ирттереççĕ, ун çинчен пурте пĕлеççĕ.
     Питрав - ялти чи пысăк та чаплă уяв. Мĕншĕн ирттереççĕ-ха ăна Шăхальте? 1765 çулта кунта Петĕрпе Павăл Çветтуй апостолсен чиркĕвне уçнă пулнă. Совет тапхăрĕнче /1936/ ăна хупнă та унта шкул йĕркеленĕ. Çĕнĕрен ăна 1993 çулта ялти пачăшка Павăл атте тăрăшнипе уçнă. Малтанхи вăхăтра чиркÿ праçникне - Петĕрпе Павăл Çветтуйсене асăнмалли куна - ирттерме чарнă пулнă, çапах та халăх çак каç вăййа тухнă, хăйсен уявне манман. Вăхăт иртнĕçемĕн Питравра акатуй та уявлама тытăннă. Çапла вара Питрав чиркÿ праçникĕ çеç мар, ĕçпе юрă уявĕ те пулса тăнă.
    Яланхиллех çак кун Павăл атте чиркÿре ирхи кĕлĕ тунипе пуçланать. Чиркÿ чанĕн илемлĕ те янăравлă сасси пилленипе ял халăхĕ стадиона пухăнма тытăнать.
     Шăхаль çыннисене саламлама район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров, «Шигали» хуçалăх ертÿçи А.Ульянов, Н.Иванов композитор килнĕ. Уява Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Семенов уçрĕ, ялти пултаруллă çынсене парнесем пачĕ. «Чи лайăх хушма хуçалăх» ята нумай выльăх-чĕрлĕх усракан С.Павлов тивĕçрĕ, чи илемлĕ хуçалăх вара В.Черновăн, ялти чи ватă çын вăл - 96 çулти Ф.Чернова. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ялта 5 ача çуралнă, ашшĕ-амăшне асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕ. Ульянов та «Шигали» хуçалăхра çур аки вăхăтĕнче ăнăçлă ĕçленисене Хисеп грамотипе наградăларĕ: Н.Долгов тĕп инженера, В.Иванов ферма заведующине, Г.Федорова бухгалтера, Ю.Данилов рабочие, С.Сатарова сысна пăхакана тата Л.Чернова дояркăна.
    Шăхальсем ялан кĕтеççĕ ăна - тăвансемпе ентешсене курса савăнма, юрă-ташăпа киленме, ял-йышăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанма. «Уява кашни çул килме тăрăшатпăр. Эрне варринче иртсен те вăхăт тупса çитетпĕр. Эпир тунă йĕрке мар, асатте-асаннерен пыракан йăла. Çавăнпа ăна манмалла мар. Çакăн пек пысăк уяв ял тăрăхĕпе хуçалăх çине тăнипе пулса пырать. Вĕсене уншăн тав», - каласа пачĕ Шăхальте çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Н.Краснов. Халăха савăнтарма килнĕ Муркаш ял тăрăхĕнчи «Расна» ансамбль тата районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Зажигай» ушкăн хаваслă концерт кăтартрĕç. Çавăн пекех ял-йышпа хăнасем тĕрлĕрен апат-çимĕç тутанса пăхма, кирлĕ тавар туянма пултарчĕç.
    Питравра спорт ăмăртăвĕсем те чылай иртрĕç. Лашапа чупса малти вырăна Шăхаль каччи И.Баландаев тухрĕ, кĕрешÿре вара С.Павлова /Мăнçырма/ çĕнтерекенни тупăнмарĕ. Кире пуканĕ йăтса Д.Дмитриев палăрчĕ, тăршшĕне сикес енĕпе Д.Софронов /Шăхаль/ пĕрремĕш пулчĕ. Армспортра арçынсем хушшинче «Чи вăйли» ята М.Тапинов /Шăхаль/, хĕрарăмсенчен А.Андреева /Кĕтеснер/ çĕнсе илчĕç.
    Çапларах иртрĕ Питрав Шăхальте, кăмăллă юлчĕ ял-йыш уявпа.
 
А. МИХАЙЛОВ


21 июля 2007
00:00
Поделиться