Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ çурт хăпартаççĕ

   Çурт пулсан çемье тĕреклĕ, хăтлă. Чăваш Ен çурт-йĕр тăвассипе малта пыракан регионсенчен пĕри. Асăннă отрасльте нумай çул Раççейре малта пыракан виçĕ субъект шутĕнче. Пирĕн районта та ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Поселокра, ялсенче çулсерен капмар çуртсем хăпарни савăнтарать, шанчăклă малашлăх çуратать.
    Çурт-йĕр хăпартма пĕрре те çăмăл мар. Çавна курах ĕнтĕ, уйрăмах çамрăк çемьесене хăтлă çурт-йĕр хăпартма пулăшас тĕллевпе федераллă тата республика пĕлтерĕшлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне 2008 çул тĕлне 50 процент ÿстерме палăртнă.
     Ялсенче çемье çавăрса тĕпленсе юлас текен çамрăксем те сахал мар. Пирĕн Чупай ял тăрăхĕнче те кун пек çемьесем пур. Акă, сăмахран, М.Михайлов çемйинех илер. Мăшăрĕ - Елена Николаевна Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта бухгалтер пулса ĕçлет. Çемье пуçлăхĕ Михаил Юрьевич чукун çул çинче вăй хурать. Вĕсем икĕ ача çитĕнтереççĕ.
   Кăçал çамрăк çемье хăтлă çурт-йĕр çавăрма «Çамрăк çемье» программăпа ипотека кредичĕ илнĕ. Нумаях пулмасть Михайловсен çемйи çĕнĕ çурт-йĕр хăпартрĕ.
 
Н. ИВАНОВА


25 июля 2007
00:00
Поделиться