Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр правилисене вĕрентетпĕр

    Ачана ÿссе çитĕнме тата гармонилле аталанма, вĕсене патшалăх пулăшăвĕ парассине тата хÿтĕлессине тивĕçтерме, демографи политикине малашлăха палăртса тытса пыма тăнăç условисем туса парас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2007 çула Ача çулталăкĕ пулнине пĕлтерчĕ. Çак Указ ачасене пур енлĕн аталантарма хистет.
     Çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентессине тĕпе хурса ĕçлеççĕ Кĕтеснерти «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕсем. Тĕрлĕрен вăйăсем, калаçусем, экскурсисем - пурне те интереслĕ, туллин ирттереççĕ вĕсем. Тахçанах паллă, ача-пăчашăн пысăккисем тĕслĕх пулса тăраççĕ, çавăнпа та воспитательсем ача сачĕн территорийĕнчен ачасене илсе тухса çÿренĕ чух çул-йĕр правилисемпе паллаштараççĕ, тĕслĕх кăтартаççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕн яваплăхне ÿстерес ĕçе те йĕркеленĕ садикре. Кашни ушкăнра вĕрентме ятарласа çул-йĕр макечĕсем хатĕрленĕ. Ачасем вĕсемпе интересленсех выляççĕ, çул-йĕр правилисемпе паллашаççĕ. Ирттерекен занятисене ГИБДД ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем ачасене çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине ăнлантараççĕ, асăрхануллă пулмаллине астутараççĕ.
 
В. МЕФОДЬЕВА


25 июля 2007
00:00
Поделиться