Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăх доярка

    Вера Егоровна Михайлова «Арабоси» агрофирмăра доярка пулса чылай çултанпа вăй хурать. Хăй ĕмĕрне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те кулянмасть вăл, выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхни маттур ĕçчене вăй-хал парса тăрать.
    «Пирĕн фермăра тăрăшса вăй хуракансен чирлеме те вăхăт çук. Выльăх та ача пекех, ăна пăхмалла, вăхăтра апатлантармалла», - тет В.Михайлова доярка хăйĕн ĕç-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех каласа панă май. Вăл каланă тăрăх коллектив вĕсен туслă, кашни хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕхрен паха продукци туса илесси те çултан-çул ÿссех пырать. Акă сăмахран, кăçалхи çур çулта кашни ĕнерен вăтамран 2151 килограмм сĕт туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхи пĕлтĕр çак кăтарту 1970 килограмм пулнă çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах. Хальхи вăхăтра ферма ĕçченĕсем кашни ĕнерен талăкне вăтамран 14 килограмран кая мар сăваççĕ. Çак çăмăл мар ĕçре кунта вăй хуракансемпе пĕрлех Вера Егоровнăн та тÿпи пысăк. Вăл коллективра пысăк хисепре. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕçчен те пултаруллă, умри йывăрлăхсене пĕр хăрамасăр парăнтарса пыракан дояркăна агрофирмăн, райадминистрацин Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе пĕрре кăна мар наградăланă. Кăçал вара районта иртнĕ 55-мĕш акатуйра пултаруллă ĕçчен «Чи лайăх доярка» ята тивĕçнĕ. Эппин, хастар ĕçчене малашне те малти вырăнсенче пулма ăнăçусем сунар.
 
З. ПАВЛОВА


25 июля 2007
00:00
Поделиться