Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лăпкăлăх хамăртан килет

   Кăçалхи пĕрремĕш çур çул тĕлне Вăрмар хула тăрăхĕнче 6256 çын пурăнать. Вĕсенчен 16-59 çулхи арçынсем 1713 çын, 16-54 çулхи хĕрарăмсем - 2066, 15 çула çитмен ачасем - 1380.
     Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, шăпи. Чылайăшĕ ял хуçалăх ĕçĕсемпе тăрăшать, строительствăра, промышленноçра тата ытти тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Ирĕксĕрлетсе ĕçлеме янă вырăнтан таврăннисем 20 çын, çул çитмен ачасенчен 26-шĕ профилактика учетĕнче тăраççĕ. Эрех серепине лекнисем - 23, наркотик авăрне çакланни 1 çын. Малтан судпа айăпланнисем, ăс-тăн енчен чирлисем те тĕл пулаççĕ. Çак цифрăсем тăтăшах улшăнса тăраççĕ. Çак «йывăр» çынсемпе Вăрмар хула тăрăхĕнчи профилактика канашĕнче тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Темĕн чухлĕ асăрхаттарсан та чылайăшне явап тыттарма та тивет. Сăмакун сутса саккуна пăсакансене те тупса палăртатпăр. Çапах та хăш-пĕрисем ниçта ĕçлемесĕр пуяс шутпа ăна сутса çынсен пуçĕсене минретеççĕ. Çынна улталаса, суйса пурăнакансем те сахалах мар. Хальхи вăхăтра кĕсъе телефонĕсене те пĕр-пĕринне вăрлаççĕ. Кил хуçисем ăçта та пулин кайнине сыхласа тăраканнисем те пур. Çавăнпа та хваттерсене, уйрăм кил хуçалăхĕсене йĕркеллĕ питĕрсе çÿремелле. Япала çухаласси харпăр хăй айăпĕпе те килсе тухать. Суя хутсем тăратни те преступленисен шутне кĕрет, ку енĕпе явап тыттараççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсемпе те тĕл пулма тивет. Хăшĕсем çул çитмен ачасене çапма хăяççĕ, арăмĕсене хĕнеççĕ, алла çĕçĕ тытса çынна сиенлетеççĕ. Çапла вара çаксем пурте преступленисен шутне кĕреççĕ. Кăçал çак таранччен 55 преступлени тунине регистрациленĕ, 2006 çулта çак вăхăтра 59 пулнă, вĕсенчен 81, 9 процентне тупса палăртнă. Административлă право йĕркисене пăснăшăн 326 гражданина явап тыттарнă.
    Çак вăхăтчен Вăрмар хула тăрăхĕн профилактика канашĕн 6 ларăвне ирттернĕ. Унта Вăрмар хула тăрăхĕн территорийĕнче пулса иртекен лару-тăрупа паллаштарнă. Йĕркене пăсакансене чĕнсе илсе профилактикăлла калаçусем ирттернĕ. Профилактика учетĕнче тăракан çул çитмен ачасене тĕрĕс воспитани парас тĕллевпе Вăрмар хула депутачĕсем çумне çирĕплетнĕ. Поселок территорийĕнче 67 çынран тăракан халăх дружини те аван ĕçлесе пырать. Каçхине обществăлла вырăнсенче тата массăллă мероприятисенче тăтăшах пулаççĕ.
   Пирĕн ĕç халăхпа çыхăннă, çавăнпа та унăн тăнăçлăхĕ малти вырăнта.
 
А. ФИРСОВ


25 июля 2007
00:00
Поделиться