Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тивĕçлĕ ăру - пирĕн пуласлăх

    Обществăра ача-пăча пурнăçĕ, вĕсен сывлăхĕ малти вырăнта пулмалла, мĕншĕн тесен ачасем - пирĕн пуласлăх, çитĕнекен ăру. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлет РФ Патшалăх Думин депутачĕн, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин фракци членĕн П.Семеновăн социаллă программăсен центрĕ.
     Çак кунсенче районти «Романтика» лагерьти ачасем социаллă программăсен центрĕ йĕркеленĕ «Çамрăк спецназовец - тивĕçлĕ ăру» ятлă спортпа патриотизм проектне хутшăнчĕç. Ăна ирттерме П.Семенов депутатăн помощникĕ Ю.Григорьевский, РФ Чăваш Республикинчи наркотик сарассине хирĕç кĕрешекен тата ăна тĕрĕслесе тăракан Федераллă служба управленийĕн начальникĕн заместителĕ С.Чехов, Шупашкарти полици академийĕн курсанчĕсем килнĕ. Çавăн пекех райадминистрацин представителĕ - район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов та пулчĕ. Вĕсем наркомани сарăлассине чарас енĕпе профилактикăлла ĕçсем, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулу тата тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем йĕркелерĕç. Уйрăмах çарпа спорт вăййисем хĕрÿ иртрĕç. Ачасем тăватă командăна /отделение/ пайланса пĕр-пĕрин хушшинче хастаррăн тупăшрĕç. Чи малтанах çарпа патриотизм юррисен конкурсĕ иртрĕ. Унтан вĕсем тăван ен культури тата право темисемпе çыхăннă викторинăсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Виççĕмĕш конкурс вара эстафета пулчĕ. Кунта командăсем туртăнас, противогаз тăхăнас, ывăтас, пăшалтан перес, чупас, стена урлă сиксе каçас енĕпе ăмăртрĕç. Футболла тата пионерболла выляса та пултарулăх кăтартрĕç. Командăсем кăларнă «Эпĕ тата спорт» ятлă стена хаçачĕсене те тивĕçлипе хакларĕç. Çĕнтерÿçĕсене, маттур ачасене депутат помощникĕ Ю.Григорьевский парнесем парса чысларĕ: тутлă çимĕçсем, кĕнекесем, «Антинаркомания» тата «Спецназ» компьютер вăййисен дискĕсем, П.Семеновăн салам çырăвĕсем тата ытти те. Юлашкинчен Юрий Никонович ачасене курсантсенчен тĕслĕх илме, вĕсем пек пулма сунчĕ. «Эсир - пирĕн пуласлăх, çĕр-шывăн малаллахи кун-çулĕ те сирĕн алăра. Эсир тивĕçлĕ ăру, тăван çĕрĕн шанчăклă хÿтĕлевçи пуласса шанатăп», - терĕ вăл сыв пуллашнă май.
    Çав кун ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисен пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсене курса савăнма, вĕсемпе пĕрле канма, лагерьти пурнăçпа паллашма пултарчĕç. «Ачасем кунта лайăх теççĕ, килнĕшĕн кулянмаççĕ, килшĕн кăна тунсăхлаççĕ вĕсем. Канччăр, савăнччăр, юлташсем тупчăр, асăнмалăх пултăр тесе ятăмăр лагере», - каласа пачĕ пĕр амăшĕ.
    Çакăн евĕр пĕчĕк уявсем ирттерни, вĕсене йĕркелеме пулăшакансем пурри çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă ÿсме, тивĕçлĕ воспитани илме май парать.
 
А. МИХАЙЛОВ


25 июля 2007
00:00
Поделиться