Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕренни вăл - ĕмĕре

   Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен текен каларăш паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Шкул вĕренсе пĕтернĕ çамрăксем паха пĕлÿ илме Раççей тата ют çĕршывсенчи тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене васкаççĕ. Хальхи вăхăтра аслă пĕлÿ илме пĕрре те çăмăл мар. Ăс-тăнсăр пуçне кĕсье хулăн пулмалла. Хуласенчи вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кайма пушшех те. Анчах та кун пирки ытлашши пăшăрханма кирлех те мар. Хамăр районтах пахалăхлă пĕлÿ илме пулать.
   Раççей Федерацийĕн «Вĕрентÿ» саккунĕнче те Раççейри вĕрентÿ политикин тĕп принципĕсене уçăмлăн палăртнă. Вĕсенчен пĕри - вĕренме ăнтăлакана пахалăхлă пĕлÿ парасси. Унпа пĕрлех вĕренекене май пур таран вырăнта аслă пĕлÿ илме пулăшасси. Çаксене шута илсех ĕнтĕ Хусанти социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институчĕ Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче представительствăсем уçнă. Вĕсен шучĕ çултан çул хушăнса пырать. Хальхи вăхăтра пурĕ 64 представительство ĕçлет.
    Хусанти социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институчĕн Вăрмарти представительстви Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вырнаçнă. Хусанта вара çак институт чи малтанах 1991 çулта йĕркеленсе кайнă. Ку уйрăм çыннăн пĕрремĕш институчĕ. Ăна йĕркелесе яраканĕсем Хусанти патшалăх университечĕн сотрудникĕсем: Н.Пономарев-Капучиди, В.Савельев, Культура институчĕн ректорĕ пулнă Р.Шамсутдинова. 1991 çултан пуçласа çак института Н.Пономарев ректор ертсе пырать.
   1991-1992 вĕренÿ çулĕсенче пĕрремĕш хут экономика, юридици факультечĕсем, 1994 çулта вара куçару факультечĕ уçăлаççĕ. 1998 çулта çак института аттестацилеççĕ, лицензилеççĕ. Хальхи вăхăтра çак институтран вĕренсе тухакансем патшалăх дипломĕ илеççĕ. Кунта пĕлÿ пухакан яш-кĕрĕме çар службинчен вăхăтлăха хăвараççĕ.
    Социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институтĕнче экономика, юридици, куçару, хĕвел тухăç чĕлхисен факультечĕсем пур. Менеджмент, юриспруденци, лингвистика енĕпе бакалаварсем хатĕрлеççĕ. Çак институтра юриспруденци гражданла право, организаци менеджменчĕ финанс, массăллă аталану енĕпе ĕçлекен, суту-илÿ предприятийĕнчи, спортри, рекламăри, хăрушсăрлăхпа, страхованипе ĕçлекен менеджмент, бухгалтер учечĕпе анализ тата аудит, патшалăх тата муниципаллă управлени муниципаллă управлени, офиспа, служба персоналĕпе тата кадрсемпе йĕркелесе пыни енĕпе тарăн пĕлÿ илме пулать.
   Юридици факультетĕнче пĕтĕм халăх тата Европа прависене вĕрентекен уйрăм уçнă.
   Экономика факультетĕнче финанс тата кредит специальноçĕсене алла илме пулать. Куçару факультетĕнче вара лингвистика чĕлхе тата культурăсем хушшинчи коммуникаци куçару специальноçĕсене вĕрентеççĕ. Социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институтĕнче Хусанти патшалăх университетĕнчен профессорĕсемпе преподавателĕсем ĕçлеççĕ.
   1998 çулта çак институт Хусанти патшалăх университечĕпе вĕрентÿ ĕçне пĕрле пурнăçласа пыма килĕшÿ тунă. Социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институтне вĕренсе пĕтерсе бакалавр дипломне илсен юлашки курсĕнче тÿрремĕнех Хусанти патшалăх университечĕн юридици тата экономика факультечĕсене куçма пулать. Вĕсем кунтан вĕренсе тухсан Хусанти патшалăх университечĕн дипломне илеççĕ.
     Социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институтĕнче куçăмлă тата куçăмсăр майпа вĕренме пулать. Вăрмарти представительство 2005 çултанпа ĕçлет. Унăн директорĕ - Александр Григорьевич Шамсиев. Ку представительствăн Устав, Положени, патшалăх аккредитацилени çинчен калакан свидетельство пур. Вăрмарти представительствăра заочно майпа аслă пĕлÿ илме пулать. Ятарлă предметсене Хусанти социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институчĕн преподавателĕсемпе доценчĕсем, профессорĕсем вĕрентеççĕ ÿкерчĕк çинче 2006-2007 вĕренÿ çулĕнче пурĕ 30 çынна яхăн вĕренме кĕнĕ. Кăçал та вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Эппин, паха пĕлÿ илме Хусанти социаллă гуманитари пĕлĕвĕн институчĕн Вăрмар представительствине васкăр. Вăл Школьнăй тăкăрлăкĕнчи виççĕмĕш çуртăн Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-18-75.
 
З. ПАВЛОВА


25 июля 2007
00:00
Поделиться